Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Биатлон

Лаш Таяпари Леонид Князев тытса тăракан «Акар» питомникра сунарçăсен 4-мĕш ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ăмăрту пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине унта ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Н.Косулин хутшăнни те çирĕплетет. Вăл, спортсменсене ăнăçу суннă май, пурте тавралăхри илеме юратма, хисеплеме, упрама кирлине палăртнă.

Кăсăклă тупăшура командăсенчи 3-шер спортсмен 2000 метрлă дистанцине харпăр хăйĕн пăшалĕпе тухнă. Мишене 3 хутчен персе ытларах очко пухассишĕн кĕрешнĕ. Паллах, хăвăртлăх та кирлех.

Пуринчен ăнăçлă ăмăртнисем – «Шупашкар уписем» – тĕп парне /така/ хуçисем. «Каçал», «Таяпинка» /Аслă Таяпа/ командăсем те хаклă призсемсĕр юлман.

Ухата ăстисем хăйсене спортăн вăй-халлă тĕсĕсенче те тĕрĕсленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code