Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сайт урлă паллашаççĕ

Сайт урлă паллашаççĕ

2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн /ВПН – 2020/ сайчĕ ĕçлеме пуçланă.

Çырав пирки тĕплĕнрех www.strana2020.ru сайт урлă паллашма май пур. Унта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мĕнле иртнĕ пирки пĕлтернĕ.

«ВПН-2020» сайт «Хыпарсем» пайран пуçланать. Унта çĕнĕ, çивĕч информацисем вĕçĕмех пулĕç: хыпарсем, пресс-релизсем, анонссем, Росстат представителĕсен, экспертсен шухăшĕсем тата ыт.те. Çырав пирки чи кăсăклă материалсемпе те сайтра паллашма май пур. Материалсем куллен çĕнелсех тăраççĕ.

Пулас çырав цифра формачĕпе иртет. Сайтри ятарлă уйрăмра мероприятипе çыхăннă фото, видеоматериалсене пуçтарнă. Видеороликсем çырав пĕлтерĕшне, механизмне, тĕп шухăшне уçса параççĕ /çырав çĕршыв пуласлăхĕшĕн мĕншĕн кирли, пĕрремĕш цифра çыравĕ мĕнле иртни, хуравсемшĕн мĕншĕн хăрама кирлĕ маррине тата ыт.те./

Çĕнĕлĕх çырав пирки ăнлантарать кăна мар, паллă пулăма ыттисене те явăçтарать. Çывăх вăхăтра сайтра «Конкурссемпе викторинăсем» пай хута кайнă. Унта çырав талисманне палăртассипе, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне халалласа ирттерекен сăн ÿкерчĕксен, видеороликсен конкурсĕсем, викторинăсем пулĕç.

Пултарулăх енĕпе ăмăртма юратакансем сайтра регистрациленсен хăйсен кабинетне кĕме ирĕк илеççĕ, ун урлă ĕçĕсене ярса пама тата сасăлама пултараççĕ.

«Çыруçă пулас килет» пайра мероприяти тапхăрĕнчи ĕç условийĕсемпе паллашма май пур. Çавăн пекех Росстатăн регионсенчи уйрăмĕсен страницисене кăтартнă. Сайтра 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă саккунпа норматив докуменчĕсем те пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code