Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Штраф та, налук та пысăкрах

Штраф та, налук та пысăкрах

Пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме 50-а яхăн административлă ĕçе налук службине янă.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕ усă курманни çапла тума хистет. Налук виçине кадастр хакĕнчен 0,3 вырăнне 1,5 процент таран ÿстерме ирĕк пур çакăн пек чухне. Çакăн витĕмĕ çук мар. 2019 çулта /2018 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх/ 76 административлă ĕçе налук службине çитернĕ пулсан, кăçал /2019 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх/ – 49. Ку чухне лаптăкпа ял хуçалăх производстви валли усă курманнипе, çĕре сиен кÿнипе е япăхлатакан пулăмсенчен /эрозирен/ хÿтĕлес тата лайăхлатас тесе ятарлă ĕçсем йĕркелеменнипе çыхăннă тĕслĕхсене кĕртмелле.

Çакăн пек пулăмсене вара пур районта тенĕ пекех тупса палăртаççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Пĕлтĕр 66 лаптăк /1143 гектар/ тĕлĕшĕпе асăннă службăна хыпар çитернĕ. Шупашкар районĕнче кăна, тĕслĕхрен, 22 лаптăк /115 гектар/ тĕлĕшпе налука пысăклатнă ставкăпа тÿлеттерес ыйту тухса тăнă. Элĕк районĕнче вара тĕрĕслеве «çакланнă» 550 гектара нумай çул ĕнтĕ пусă çаврăнăшне кĕртеймеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем Куславкка районĕнче те /112 гектар/ , Çĕрпÿ районĕнче те /184 гектар/, Вăрмар районĕнче те /100 гектар/ сахал мар. Патăрьел, Канаш, Муркаш, Етĕрне район çыннисен те çĕр налукне ыттисенчен ытларах тÿлеме тивĕ.

Усă курман лаптăксемшĕн çĕр налукне пысăклатнă ставкăпа тÿлеттериччен РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе административлă майпа /20 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф/ явап тыттарма тивнĕ. Хăйсен çĕрĕсене тирпейлеме вăй-хал çитерейменрен тата штраф виçи пысăккине кура та пулĕ лаптăка хăйсен ирĕкĕпе тавăрма шут тытнисен йышĕ чакмасть-ха. Çакăн пирки /пĕтĕмпе 44,21 гектар/ Патăрьел, Шупашкар, Вăрмар тата Муркаш районĕсен çыннисем пĕлтернĕ.

Чăннипе те, хăш-пĕр лаптăксем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пулнинче иккĕленÿ те çуралать. Темиçе çул сухаланманран вĕсенче вăрман ÿссе ларнă. Йывăç-тĕмрен тасатма вара питĕ йывăр кăна мар, пысăк тăкаклă та.

Çĕрпе епле усă курнине тĕпчессипе çыхăннă тĕрĕслевсене ытларах чухне юр кайсан ирттереççĕ. Вăрмана çаврăннă çĕрсене вара юр каясса та кĕтмелле мар, хĕлле те «палласа» илĕн кунашкал лаптăксене.

Сăмах май, кăçал 13 хуçалăха тĕрĕслеме палăртнă: Йĕпреç, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Тăвай, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче вырнаçнă вĕсем. Çавăн пекех Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Канаш, Комсомольски, Етĕрне, Пăрачкав, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсенчи 34 ял тăрăхне çитесси паллă. Унсăр пуçне, республикăри ял çыннисен пай çĕрĕсене те тĕрĕслĕç.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code