Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнчĕ

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнчĕ

Çĕршыв шайĕнчи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2020» районти ăмăртăва йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем йышлă хутшăнчĕç. Кăçал юр сахал пулнăран йĕлтĕр йĕрĕ вырăн-вырăн пăрпа витĕнни те хăратмарĕ вĕсене. Ăмăртусем кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕç. Уяр та хĕвеллĕ çанталăк кăмăла çĕклерĕ.

Елчĕкре иртнĕ ăмăртăва хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова саламларĕç.

Старта чи малтанах 1-4-мĕш класра вĕренекенсем тухрĕç. Кунта малти вырăнсене хĕр ачасенчен Валерия Воронова, Дарья Петрова, Ульяна Иванова, арçын ачасенчен Данил Рахмуллин, Иван Архилин, Семен Фомкин /пурте Елчĕк шкулĕнчен/ йышăнчĕç. 5-9-мĕш классенче вĕренекенсенчен малтисем Юлия Краснова, Мария Воронова, Инна Козлова, Егор Чернов, Роман Ильин /Елчĕк/, Константин Карамаликов /Патреккел/ пулчĕç. Аслă классен хушшинче каллех Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç: çĕнтерÿçĕ ята Алина Петровăпа Кирилл Кузнецов тивĕçрĕç, Кристина Егорова, Виктория Галкина, Александр Чернов, Виктор Райков призлă вырăнсене йышăнчĕç.

50 çула çитичченхи хĕрарăмсенчен Любовь Адюкова /Аслă Елчĕк/, арçынсенчен Алексей Тихонов /Тăрăм/ пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине тăчĕç. Ирина Архиповăпа /Елчĕк/ Сергей Александров /Тÿскел/ финиша – иккĕмĕш, Любовь Владимировăпа /Ĕнел/ Алексей Данилов /Тÿскел/ виççĕмĕш çитрĕç.

51 çултан иртнисен хушшинче Елена Степановăпа /Тÿскел/ Михаил Скворцов /Кĕçĕн Таяпа/ – пĕрремĕш, Римма Парферьевăпа /Аслă Пăла Тимеш/ Борис Головин /Кĕçĕн Таяпа/ – иккĕмĕш, Валерий Изратов /Елчĕк/ виççĕмĕш пулчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçĕсене палăртрĕç – 3 çулхи Кирилл Гаврушовпа 80 çулхи Валерий Петров Хисеп хутне тивĕçрĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code