Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

«Тăван ялăм, савнă ял» ятарлă кăларăма Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Районта 9 ял тăрăхне пĕрлештерсе тăракан 53 ял. Вĕсен шутĕнче йышлă халăх пурăнаканни те, сахалли те, хĕлле çуртсенчен тĕтĕм тухманни те, район карттисĕр пуçне ниçта та паллă маррисем те çук мар. Кĕрлесе, шавласа тăракан ялсемпе унта пурăнакансем çинчен эпир хамăр хаçат страницисенче çутатсах тăратпăр-ха. Хальхинче вара пĕчĕк, район центрĕнчен инçетре вырнаçнă ялсен историне кăштах аса илĕпĕр, вĕсен паянхи пурнăçĕпе, культурипе, кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăпăр. Кашни ялăн хăйĕн тĕнчи. Çуралса ÿснĕ кĕтес, тăван кил кирек камшăн та чи хакли, чи илемли, чи юратни.

Кĕске справка:

Тахçанхи çынсен аса илĕвĕ тăрăх, Вăрăмхăвана Патреккелĕнчи Иван Барзаев /Ипраш Вани/ никĕсленĕ. Вăл çар службинчен патшан çĕрпе усă курмалли хучĕпе таврăннă. Çĕрне тăван ялĕнчен 18-20 çухрăмра вырнаçнă йĕри-тавра хăвасем ÿсекен уçланкăна суйласа илнĕ. Ун хыççăн унта Патреккелти Казначеевсем, Аслă Елчĕкри Карамаликовсем, Акчелĕнчи Карсаковсем пырса ларнă. 1858 çулхи 10-мĕш ревизин материалĕсем тăрăх, яла Патреккелпе Акчел йышне кĕртсе Ыхра Çырми тенĕ. И.Кузнецов историк çирĕплетнĕ тăрăх, яла 1873 çулта Акчел çыннисем пуçарса янă. 1884 çулхи опись тăрăх ялта 41 кил, 212 çын, 903 гектар сухаланакан çĕр, 122 гектар вăрман, 1867 çулта – 64 кил, 247 çын /113 арçын, 184 хĕрарăм/, 2007 çулта 108 кил, 351 çын шута илнĕ.

Хальхи вăхăтра Лаш Таяпа ял тăрăхне кĕрекен Вăрăмхăвара 130 хуçалăх шутланать, вĕсенчен 39-шĕ пушă. Пропискăра 256 çын тăрать.

Тутарстан Республикине кĕрекен ялсем хушшинче вырнаçнă Вăрăмхăва район центрĕнчен 20 çухрăмра ларать. Яка та тикĕс асфальтлă çулпа унта часах вĕçтерсе çитетĕн. Ял витĕр Чĕмпĕр, Теччĕ хулисен автобусĕсем çÿреççĕ, Шупашкара, Пăвана е ытти çĕре çитме йывăр мар, анчах Лаш Таяпа ял администрацине /7 çухрăма/ ĕçпе каймалла пулсан хĕлле кансĕртерех, Элкел урлă çаврăнмалла.

Унччен чăннипех те йăмраллă ял пулнине пĕлтереççĕ кунти таврапĕлÿçĕсем. Федераци шайĕнчи асфальтлă çул сарнă, урамсенчи çулсене якатнă чухне çÿллĕ йăмрасене каснă. Михаилпа Петр Кирилловсем ял историйĕпе интересленсе нумай материал пухнă, тĕрлĕ архивсенче ларса ентешĕсен йăх-несĕл йывăççине палăртнă.

Яла пырса кĕрсен чи малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăка асăрхатăн. Хальхи йышши хитре те хаклă хатĕртен ăсталанăскер мар вăл. Культура ĕçченĕсем, ял çыннисем пăхса, тирпейлесе тăраççĕ ăна. Юбилейлă çулталăкра палăка çĕнĕ çĕрте çĕнĕлле ăсталас шухăш та çуралнă-ха кунта, ыйтăвне хальлĕхе тĕпĕ-йĕрĕпех татса парайман.

Ялтан фашистсене хирĕç çапăçма 132 çын тухса кайнă, вĕсенчен 67-шĕ фронтра пуçĕсене хунă. Вăрçă хирĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă паттăрсем каярахпа тăван ял масарĕнче канлĕх тупнă. Палăк çинче вĕсен кашнийĕн ячĕсем çырăннă. Шел, паян ялта пĕр сывă вăрçă ветеранĕ те тăрса юлман. Сăмах май каласа хăварар, Кирилл Никитинăн ултă ывăлĕ вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен пĕри çеç киле таврăнайнă. Егор Краснов çара тăватă ывăлне ăсатнă, иккĕшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Тăхăр килтен икшерĕн вăрçа кайнă, пĕри те каялла килеймен.

Ялăн тĕп пуянлăхĕ, паллах, унăн çыннисем. Ватти пур та латти пур тенĕрен, арçынсенчен чи ватти – Иван Карамаликов. Вăл 89 çулта. Хĕрарăмсенчен 94 çулпа пыракан Феоктиста Паспекова. Иккĕшĕ те малтанах тăван хуçалăхра, каярахпа тĕрлĕ çĕрте вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Вăрăмхăвасем хальхи вăхăтра ытларах хăйсенчен инçех мар вырнаçнă кÿршĕллĕ республикăри «Авангард» выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче, Пăва хулинче, Елчĕкре тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Ялти культура çурчĕпе библиотекăна хăйĕн профессийĕнче чăн ăста Лариса Казначеева чылай çул пысăк тăрăшулăхпа ертсе пырать. Концерт-спектакльсенче тепĕр Шупашкар артистĕнчен те ирттерекенскер, малтанах çемье ансамблĕ йĕркелесе районта кăна мар, республикăра чапа тухрĕ. Хальхи вăхăтра «Хавас» тăванлăх ушкăнĕ юрра-ташша маçтăррипе палăрать. Калас пулать, Ларисăпа Виталий Казначеевсен çемйи виçĕмçул республикăри çемьесен конкурсĕнче район чысне сумлăн хÿтĕлерĕ. Кăçал вĕсен хĕрĕ Елизавета, мĕн ачаран район, республика сценисем çинче кăна мар, кÿршĕллĕ республикăри концертсенче хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнлаканскер, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕ.

Коллективлă хуçалăх саланса кайнăранпа хушма хуçалăха аталантарас енĕпе вăй хуракансем те сахаллăн мар. Ялта 52 шултра мăйракаллă выльăх, вăл шутран сăвăнакан ĕне – 34. Хушма хуçалăхсенче ытларах сурăх, качака, чăх-чĕп, хур-кăвакал сасси илтĕнет. Кролик усракансем те нумаййăн. Вĕлле хурчĕсем тытас енĕпе уйрăмах Андрей Смирнов çамрăк тăрăшуллă. Ĕне выльăх нумай тытакан Александр Смирнов, Николай Казаков, Виталий Казначеев, Владимир Паспеков, Алексей Максимов çемйисем ырă ята тивĕçлĕ. Геннадий Смирновпа Алексей Никитин лаша тытаççĕ.

Лара-тăра пĕлмен хĕрарăмсем ал ĕçне ухата. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Кириллова тĕрĕ тĕрлессипе маçтăрах тухнă. Ачисене, тăван-хурăнташĕсене парнеленисене шутласан картинисем виçĕ-тăватă теçеткерен те иртнĕ. Çавăн пекех Валентина Саяпина пенсионерка та тĕрĕ тĕрлессипе канăçне çухатнă. Е тата 85 çулхи Надежда Носовăнах аса илмесĕр иртес мар. Вăл та тĕрĕ, çĕвĕ ăсти. Хăй ĕмĕрĕнче миçе чăваш кĕпи çĕленине шутласа та кăлараймасть. Ял хĕрарăмĕсем кăна мар, кÿршĕсем валли те нумай çĕленĕ. Надежда Алгаева пирки те ăшă сăмах çÿрет. Вăл тĕрлĕ япаласем çыхать. Унччентерех тĕрĕ ăсти пулнипе палăрнă. «Амăшне пăх та хĕрне качча ил», – тенĕрен ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, ал ĕçне вĕрентнĕ вăл. Пилĕк ача ÿстернĕ амăшĕн виçĕ хĕрĕ те тăван ял ачисене качча тухнă. Халĕ Наталия, Галина, Ольга мăшăрĕсемпе хăйсен çурчĕсемпе пурăнаççĕ, ача-пăча ÿстереççĕ, çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашаççĕ. Ольга, акă, Тутарстан чăвашĕсене саппун, тутăр тĕрлесе парса чапа тухнă. Вăл хăйĕн ăсталăхĕпе аталантарсах пырать чăваш тĕррине ку тăрăхра.

Николай Карсакова ялти «Кулибин» теççĕ. Мĕн кăна ăсталамасть-ши вăл тимĕртен? Çу кунĕсенче вăл «чун» кĕртнĕ пĕчĕк мотоблоксемпе выльăх-чĕрлĕх усракансем курăк турттараççĕ, вăрмана çÿреççĕ.

Нумай çул алла-аллăн тытăнса, пĕр çăварта пурăнакан сумлă çемьесем те йышлă кунта. Иванпа Зинаида Мышковсем 60 çул, Виталий Зиноновичпа Ксения Егоровна Смирновсем иртнĕ çул ылтăн туй кĕрекине ларнă.

«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», – тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Чăннипех те çапла. Çак пысăках мар ялта хамăр тăрăхра кăна мар, çĕршыв шайĕнчи паллă çынсем нумаййăн тухнă. Мĕнле профессиллĕ çын кăна çук-ши тата? Иван Никитин академикпа, Владимир Владимиров профессорпа, Николай Анисисимов тренерпа, Алексей Сайкин генерал-лейтенантпа, Александр Казначеев, Иван Краснов, Николай Краснов, Виталий Кириллов çар çыннисемпе, Петр Перцев Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕпе, Владимир Сайкин, Виталий Смирнов, Федор Казначеев, Амплий Карамаликов, Василий Мышков, Валентина Кириллова, Наталия Носова, Лариса Носова, Аниса Казначеева, Светлана Носова тĕрлĕ наградăсемпе сумлă ятсене тивĕçнĕ. Вĕсем çумне тата вун-вун çын ятне кĕртме пулать. Питĕ йышлăн вĕсем – тĕрлĕ сферăра ял ятне çÿле çĕкленисем. Паллах, пурне те пĕр статьяра аса илме çăмăл мар. Тÿрех каçару ыйтма тивет. Çапах та ялта хутла пĕлекен пĕрремĕш çын пулнă Василий Карсакова, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен семинарине вĕренсе пĕтернĕ Исак Горбунова палăртмасăр иртме çуках. Афганистан вăрçине хутшăнса паттăрлăх кăтартнă Юрий Кузнецова, Александр Казначеева, Алексей Кириллова, Михаил Казначеева, Анатолий Максимова, Чечен вăрçинче пулнă Петрпа Александр Алгаевсене, Николай Перцева, Адам Карсакова, Алексей Паспекова, Андрей Андреева ял халăхĕ сума сăвать.

Вăрăмхăвасем ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнипе çав тери кăмăллă. Унта чирлесен е профилактика ĕçĕсем тума пыма та меллĕ: тротуарпа уçă сывлăш сывласа ут та ут кăна. Алена Никитина фельдшер чирлисем патне вăхăтра çитсе пĕрремĕш пулăшу парас енĕпе çаврăнăçуллă.

2012 çулта ялти шкул хупăннăран ачасем Патреккел тата Лащăпуç, Пăва хулин шкулĕсене вĕренме çÿреççĕ.

Ялта виçĕ урам. Кĕпер касси пуçламăшĕнчех «У Альбины» лавкка вырнаçнă. Виталий Карамаликов уйрăм предприниматель ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тесе ăнтăлать. Ялтисем кăна мар, çăмăл машинăпа иртсе çÿрекенсем те лавккана чарăнса таварсем туянаççĕ. Уйрăмах кÿршĕри тутарсем Елчĕкри çăкăр завочĕн çăкăр-булка изделийĕсене, пылак шывĕсене кăмăлланине пĕлтерет Елена Карсакова сутуçă.

Вăрăмхăвасем «кăвак çулăм» ырлăхĕпе районта чи малтан, 1996-1997 çулсенчех, усă курма пуçăннă.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Карсакова, А.Карамаликова, З.Паспекова палăка тирпейлĕ тытас тесе тимлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code