Воскресенье, Март 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи кирли – çуракине инкексĕр ирттересси

Чи кирли – çуракине инкексĕр ирттересси

Курăмлă ĕç кăтартăвĕсемпе палăракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çын пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе çыхăннă инкек-синкекпе тĕл пуласран асăрханассипе, вĕсене сирсе ярассипе çыхăннă мероприятисене те кирлĕ шайра пурнăçлама хăнăхнă.

Иртнĕ кунсенче – уй-хире тухичченхи пушăрах вăхăтпа усă курса механизаторсемпе водительсем, тырă им-çамлама хутшăнакансем, выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем районти тĕп больницăра пулса медкомисси витĕр тухнă. Çитес вăхăтрах ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ ирттерме палăртнă. Ку чухне вĕсем кĕтмен инкек-синкекре çынна пĕрремĕш пулăшу кÿме, электрооборудованипе ĕçленĕ чухнехи пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене хăнăхаççĕ.

Ун хыççăнах, графикпа килĕшÿллĕн, акана хутшăнакан агрегатсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма вăхăт çитет. Унччен механизаторсемпе водительсене аптечкăсемпе, огнетушительсемпе, ĕç тумтирĕсемпе тивĕçтерме палăртнă.

…Ака техникине те, тĕпрен илсен, уя илсе тухма хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама вара яланхи пекех шанчăклă çынсене çирĕплетеççĕ. Вĕсем: Леонид Лепешкин, Николай Плющев сварщиксем, Василий Сусметов, Леонид Головин, Олег Зайцев слесарь-юсавçăсем.

Ял хуçалăх предприятийĕ ака ĕçне чăрмавсăр йĕркелес тĕллевпе çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе те туллин саппасланнă.

Тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе, вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăхран вăрлăх туянас текенсем те нумаййăн. Сутлăхра тата 120 тонна тулă, 130 тонна урпа пуррине пĕлтерчĕ председатель çумĕ Олег Карсаков.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Анатолий Емильев, Валерий Пыркин, Леонид Головин, Олег Зайцев, Леонид Лепешкин, Валерий Трофимов – хĕрÿ ĕçре

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code