Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пыл хурчĕсем – усăллă

Пыл хурчĕсем – усăллă

Республикăри хурт-хăмăр агентствин ертÿçи Геннадий Максимов хутшăннипе нумаях пулмасть районта пулса иртнĕ хурт-хăмăр ăстисен канашлăвĕнче отрасль аталанăвĕ, пыл хурчĕсене ĕрчетессинчи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене сÿтсе явнипе пĕрлех çивĕч, пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче те чарăнса тăнă.

…Пыл хурчĕсем пухакан чечек тусанĕ, хурт амин сĕчĕ тата пыл хурчĕн çилĕмĕ /прополис/ – пурте çыншăн усăллă, вĕсем сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ, вăй кĕртеççĕ, пурнăçа вăрăмлатаççĕ. Çак хуртсем халăх хуçалăхĕшĕн те тĕлĕнмелле пысăк усă кÿреççĕ: ÿсен-тăрана шăркалантарса унăн тухăçне ÿстереççĕ. Ешерекен садра пыл хурчĕсем сахал пулсан, чечексем çителĕксĕр шăркаланнипе, çимĕç паракан йывăçсен тухăçĕ сахалрах пулать. Пулнă çимĕçсем те вĕтĕ, пылаках мар, тĕссĕр, нумайăшĕ айăплă çитĕнеççĕ. Хуратул, хĕвелçаврăнăш, выльăх апачлĕх культурăсен тухăçлăхне ÿстерессинче те вĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Пыл хурчĕсене ахальтен мар çĕр ĕçченĕн пулăшаканĕсем, теççĕ. Апла пулин те вĕсене те тимлĕх, пулăшу кирлĕ. Халĕ, ÿсен-тăран культурисене сиенлекен хурт-кăпшанкăпа çум курăка химилле майпа пĕтересси анлă сарăлнă вăхăтра, пыл хурчĕсене хÿтĕлесси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Ÿсен-тăран чечекĕ çине лекнĕ наркăмăшлă им-çампа чечек сĕткенĕпе тусанĕ пухакан хуртсем анчах мар, вĕллери личинкăсемпе хуртсем те вилме пултараççĕ. Çапла майпа пыл хурчĕсене сыхласси – пĕтĕм çут çанталăка сыхлас ĕçĕн пĕр сыпăкĕ пулса тăма тивĕçлĕ.

Çуркунне çывхарнă май хурт-хăмăр ăстисене ытларах та сисчĕвлентерет. Çакна асра тытса районти канашлăва хутшăннисем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем патне уçă çырупа тухнинчен тĕлĕнмелли çук. Чăннипех, тĕрĕс те çакă. Ÿсен-тăрана химилле им-çамсемпе сирпĕтме тытăниччен вĕсем темиçе кун маларах çывăхри территорири хурт-хăмăр ăстисене пĕлтерме ыйтнă. Çав хушăра пыл хурчĕсене сыхлама кирлĕ мерăсене йышăнма ĕлкĕрмелле-çке. Мĕншĕн тесен хуртсене уйран тÿрех пуçтарса илсе тухма та çук. Наркăмăш сиенлĕхĕ темиçе куна пырать пулсан, пыл хурчĕсене урăх вырăна куçараççĕ, кайран каялла илсе килеççĕ. Хăрушлăх нумая тăсăлмасан вĕллесене вырăнтах хăвараççĕ, анчах пыл хурчĕсене йăваран кăлармаççĕ.

Йышăннă мерăсем пыл хурчĕсене наркăмăшланасран сыхласа хăварма пулăшĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code