Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Раççей лидерĕсем 2020» конкурс

«Раççей лидерĕсем 2020» конкурс

Мускавра «Сывлăх сыхлавĕ» специализаципе «Раççей лидерĕсем 2020» конкурсăн çурма финалĕ старт илнĕ. Унта Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме «Республикăри офтальмологи клиника больници» бюджет учрежденийĕн тухтăрĕ Дмитрий Геннадьевич Арсютов тивĕçнĕ.

«Раççей лидерĕсем» конкурс ертÿçи, «Раççей – пултарулăх çĕршывĕ» АНО генеральнăй директорĕ Алексей Комиссаров уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă май «Сывлăх сыхлавĕ» специализаципе йĕркеленĕ çак конкурса Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 9745 заявка тăратнине, дистанци тапхăрĕнчи тата контрольлĕ тестировани кăтартăвĕсемпе çурма финалта тупăшма Раççейри 54 регионран пурĕ 237 çын тивĕçлĕ пулнине палăртнă. Çав шутра Шупашкар хулинчи Дмитрий Арсютов та пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code