Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Кире пуканĕ

йăтассипе Канашри «Локомотив» спорт шкулĕнче Чăваш Ен первенствинче 100-е яхăн çамрăк вăй виçнĕ.

Команда тупăшăвĕнче Елчĕксем, Йĕпреçсене мала ярса, 2-мĕш кăтартупа таврăннă. Тихон Пушков, Анастасия Фомина, Анатолий Узюкин – çĕнтерÿçĕсем, 6 атлет призерсен йышне кĕнĕ.

Кĕрешÿ

Тольятти хулинче Атăлçи Федераци округĕн кадетсен хушшинче иртнĕ чемпионатра Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ Анастасия Лапшина палăрнă.

Олимп резервĕсен училищин вĕренекенĕ /1-мĕш тренерĕ Иван Егоров/ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 49 килограма çитичченхи виçере чемпионка пулса тăнă, пуш уйăхĕн варринче Новосибирскра иртекен Раççей чемпионатне путевка çĕнсе илнĕ.

ГТО

нормативĕсене кашни ÿсĕмри çын пурнăçламалла.

Районта вăл тĕллев пекех çирĕпленчĕ пулмалла. Çакна çулсерен регион шайĕнче 1-мĕш вырăн йышăнни çирĕплетет. Рейтинга 7 критерипе хакланă май, 2019 çул кăтартăвĕпе те çаплах.

Пĕлтĕр ГТО нормисене районти 1028 çын тултарнă, вĕсенчен «ылтăнлисем» – 993.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code