Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хурт-хăмăр ĕрчетесси

Хурт-хăмăр ĕрчетесси

Çуркунне çитнĕ май хĕвел хăйĕн пайăркисене шеллемесĕр çĕр çине сапалама пуçларĕ. Пĕтĕм чĕрĕ чун, çав шутра вĕлле хурчĕсем те хĕллехи тарăн ыйхăран вăранаççĕ.

2019 çул хурт-хăмăрçăсемшĕн çăмăл пулмарĕ. Пыл тухăçĕ те, ытти çулхисемпе танлаштарсан, 2-3 хут сахалрах пулчĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ – çут çанталăк условийĕ япăх пулни. Сывлăш температури çителĕксĕр пулнипе пыл паракан ÿсен-тăрансем çеçкене ларнă вăхăтра сахал нектар кăларчĕç. Вăрманта çăка çеçкене ларнă тапхăрта та çанталăк савăнтарма васкамарĕ. Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕнче хуртсем 4 кун çăка çинче питĕ аван ĕçлерĕç. Ытти кунсенче вара тухăçлăх чакрĕ.

Çăка йывăçĕ çеçке çурасси тĕрлĕрен пулать. Хĕвел вăйлă лекнĕ вырăнта çеçкесем маларах çурăлаççĕ, вăрманта шаларах ÿсекеннисем – каярах. Çырма-çатрара çитĕнекен йывăçсем хĕвел ăшшине сахал курнине пула тата каярах çеçкене лараççĕ. Хирти пыл паракан ÿсен-тăрансем вара пĕр вăхăталла çеçке çураççĕ.

Иртнĕ çул пирĕн çĕршыври 28 регионра вĕлле шучĕ чакнă. Çухату, тĕпрен илсен, рапс культурисене çеçкене ларнă вăхăтра пестицидсемпе сапнипе пулнă. Пирĕн республикăра та хăш-пĕр районсенче çухатусем пулкаларĕç. Мордва, Мари Эл, Тутар Республикисенче, Липецк, Пенза, Ульяновск облаçĕсенче вĕлле шучĕ уйрăмах нумай чакнă.

Чылай регионта хурт-хăмăр усракансем ветеринари паспорчĕ пулманнине кура, хăйсем хурт-хăмăр усранине çирĕплетеймеççĕ. Çакна пула çухатушăн компенсаци те илеймеççĕ. Хурт-хăмăр усракансене тимлесех çакна калас килет: вăхăта сая ямасăр ветеринарипе санитари паспортне /ăна ветеринари станцийĕнче параççĕ/ илмелле. Унсăр пуçне, хурт-хăмăр çемйине усранине ял тăрăхĕнче хуçалăх кĕнекинче çыртармалла.

Кăçалхи нарăс уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче Хусан хулинче пулса иртнĕ агробизнесри «Татарский институт переподготовки кадров» ятпа иртнĕ хурт-хăмăрçăсен форумне хутшăнма тата унта среднерусски вĕлле хурчĕ пирки докладпа тухса калаçма тÿр килчĕ. Хамăра кăсăклантаракан тата Хусанти форумра сÿтсе явнă ыйтусем çинчен тĕплĕнрех пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче пулса иртекен хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвĕнче сÿтсе явма май пулĕ. Ирхине 10 сехетре пуçланакан семинар-канашлăва хурт-хăмăрçăсене хаваспах йыхравлатпăр.

Н.ПИРОЖКОВ,
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code