Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв саламĕ акăлчанла янрарĕ

Уяв саламĕ акăлчанла янрарĕ

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти пиллĕкмĕшсем Галина Чернова вĕрентекен ертсе пынипе амăшĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе хăнăхнă йăларан урăхла – акăлчанла саламларĕç.

Ачасен илемлĕ юрри-сăввисене, калавĕсене итленĕ май хăш-пĕр хăнасен куçĕсем те шывланчĕç. Уяв саламĕ ют чĕлхепе янăрарĕ пулин те ăна пурте ăнланчĕç, мĕншĕн тесен вăл чĕререн шăранса тухрĕ. Вĕренекенсем амăшĕсене, асламăш-кукамăшĕсене технологи урокĕсенче Ольга Осипова педагогпа пĕрле ăсталанă чечек çыххисене парнелерĕç.

Ăшă тĕл пулун 2-мĕш пайĕнче Алина Сазонова класс ертÿçи амăшĕсене пиллĕкмĕшсен вĕренÿри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, сĕнÿсем пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ун хыççăн пурте амăшĕсемпе хĕр ачасем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйланчĕç.

Г.ЧЕРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code