Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Гранта мĕнле тивĕçмелле?

Гранта мĕнле тивĕçмелле?

Республикăн «Фермерсене пулăшмалли тытăм тăвасси тата ял кооперативĕсене аталантарасси» регион проектне пурнăçласа 2024 çулччен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе 1350-ран кая мар çĕнĕ çынсене явăçтармалла.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем вĕсенче агропромышленность производствинче, вăл шутра хресчен /фермер/ хуçалăхĕпе ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕнче продукци ытларах туса илнине курасшăн. Республикăн АПК производствин калăпăшĕнче вĕсен тÿпи самаях, халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерме вăй та, ĕç хатĕрĕсем те çителĕклĕ.

Пĕтĕм Раççейĕн 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕнче Чăваш Енре 222,7 пин кил хуçалăхне шута кĕртнĕ. 35,5 пин çыншăн вăл хушма е тĕп тупăш илмелли ĕç вырăнĕ пулса тăнă.

Уйрăм хушма хуçалăхсем продукци туса илеççĕ тата сутаççĕ. Кăмăл пулсан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕçне те йĕркелесе яма пултараççĕ. Конкурса хутшăнса патшалăхран грант илес тесен вĕсен налук органĕнче регистрациленмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code