Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ăшă тĕл пулу

Ăшă тĕл пулу

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн Аслă Елчĕкри библиотекăна çÿрекенсем Валентина Кириллова çыравçăпа тĕл пулчĕç.

Кĕнеке вулакансем район хаçачĕн журналистне лайăх пĕлеççĕ, унăн пултарулăхĕпе паллашсах тăраççĕ. Хальхинче Валентина Алексеевна нумаях пулмасть пичетлесе кăларнă «Çирĕм çулăн çичĕ кунĕ» кĕнеке тишкерĕвне хутшăнчĕ.

Чи малтанах автор, унăн çĕнĕ кĕнеки пирки Марина Печкова библиотекарь чарăнса тăчĕ. Унтан Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Хушкина, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Людмила Горшковăпа Евгения Малова, ял старости, çыравçăн çывăх тусĕ Валентина Вастулова тата ыттисем кĕнеке çăмăллăн вуланнине, çамрăксене кăмăл-сипет воспитанийĕ панă çĕрте пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕç.

Ăшă тĕл пулура ЧР профессионал писательсен пĕрлĕхĕн членĕ библиотекăна, вулакансене çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.

Палăртмасăр иртес мар, халĕ пирĕн ял библиотекинче В.Кириллован тăватă кĕнеки те пур.

М.ПЕЧКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code