Суббота, Март 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 10-мĕшĕнче /эрнекун/ Елчĕкри «пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа çуран чупакансен 42-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать.

Çурхи кросс çавăн пекех Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн – СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен 82-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Ăмăртăва хутшăнакансем

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх, промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем.

Ăмăрту программи

1 ушкăнра 2009 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2 ушкăнра 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3 ушкăнра 2005-2006 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4 ушкăнра 2002-2004 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра /ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ/, 5 ушкăнра 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем 1000 метра, 40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра, 6 ушкăнра 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 8 результат, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 12 результат, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ушкăнĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен /пĕрер/ результачĕсем кĕреççĕ.

Чыслав

Мала тухнă виçĕ ушкăнри командăсене куçса çÿрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсене «Елчĕк ен» хаçата 2020 çулхи 2-мĕш çур çулшăн тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксене /хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула/, дистанцие палăртнă заявкăсене 9 сехет те 30 минутчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертÿçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81, 2-55-91 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code