Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хоккей лигин çĕнтерÿçи

Хоккей лигин çĕнтерÿçи

Шупашкарта «Юратакан 18+» ятпа каçхи хоккей лигин вăййисем икĕ уйăха яхăн пынă. Вăл хăй тавра нумай спортсмена, тренера, судьяна тата çак вăййа парăннисене пуçтарнă.

Районти тĕрлĕ ялсенчи яшсенчен чăмăртаннă «Елчĕк» команда эрнесерен Чăваш Енри вăйлă ушкăнсемпе вăй виçнĕ: «Спартак», «Муркаш», «Альбион», «Ястребы». Финалта вăл Муркашсемпе тĕл пулнă. Малтан кĕтнĕ пекех, тĕл пулу питĕ çивĕч иртнĕ. 1-мĕш тапхăрта нихăш команда та хапхаçăсене «кÿрентереймен». Тепĕр хушăра вара Евгений Яковлев çакна тума пултарнă. Ун хыççăн вăйă голсен шучĕпе ÿссех пынă, Елчĕксемшĕн вара – ăнăçупа: 6:3.

Çапла майпа район команди çу уйăхĕнче Сочире иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртура тăван республика чысне хÿтĕлĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code