Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Терроризмпа экстремизмран

Терроризмпа экстремизмран

упранасси çине Чăваш Ен çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта 128 наци çынни килĕшÿре пурăнать. Пирĕн республика лăпкисен шутĕнче пулсан та, ку енĕпе сыхлăха çухатма юрамасть.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин Экстремизмпа кĕрешекен центрĕ киревсĕрлĕхрен сыхланас ĕçре пысăк пулăшу парать. Республикăра Наци антитеррор комитечĕ те ăнăçлă ĕçлет, унăн представителĕсем кашни районтах пур.

Чăваш Енре чылай халăхăн /азербайджансен, грузинсен, таджиксен, чеченсен…/ диаспорисем чăмăртаннă. Мăсăльмансен тĕн организацийĕсен тĕревĕ те çирĕп. Вĕсен йышĕ пирĕн республикăра пурăнакансен 3 проценчĕпе танлашни паллă. Пысăк пайĕ республикăн кăнтăр енчи районĕсенче /Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă/ тĕпленнĕ. Чăваш Енре ют çĕршывсенчен вĕренме килнĕ студентсен йышĕ те сахал мар. Çав шутран терроризмпа экстремизм юхăмĕсем тымар янă, радикаллă ислам анлă сарăлнă çĕршывсенчен килнĕ çамрăксем те пур. Çакна шута илнĕ май кашни çамрăк тимлĕхре.

Право хуралĕн органĕсем Чăваш Енри наци диаспорисемпе, халăхсене пĕтĕçтерекен ытти пĕрлĕхсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртмалла.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code