Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕплĕн хатĕрленнĕ

Тĕплĕн хатĕрленнĕ

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама кашни çулхи пекех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Юнкун кунта пулса курнă районти комисси членĕсем те вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хак панă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов палăртнă тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕнче çак çулсем тăршшĕпех пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пырасси, чи лайăх вăрлăхсемпе усă курасси, техника паркне çĕнетсе пырасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал та вĕсем кирлĕ таран пахалăхлă вăрлăх туяннă. Çав шутра: элита репродукцири «Ульяновская – 105» çурхи тулă – 15 тонна, «Нур» урпа – 60 тонна, «Льговская» вика – 2 тонна. Çур акире усă курма пĕтĕмпе кирлĕ вăрлăхăн 2300 центнерне инспекцире тĕрĕслеттернĕ, вăл кондицие туллин тивĕçтернине палăртнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренипе те туллин саппасланнă.

Сăн ÿкерчĕкри Вячеслав Мясников инженер техника паркĕ пуянланса пынипе те кăмăллă. «Кировец К-7» трактора та иртнĕ çулхи хура кĕркунне анчах туяннă. Кăçал пуçласа хире илсе тухакан хăватлă «хурçă ута» вара хуçалăхри чи опытлă механизаторсенчен пĕрне – Михаил Петрова шанса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code