Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх артисчĕ

Халăх артисчĕ

Мартăн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров çуралнăранпа 85 çул çитет.

Иван Иванович Мариупольти музыка училищинче пĕлÿ илнĕ. Унтан Чăваш патшалăх юрăпа ташă тата «Çавал» ансамбльсенче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче, Чăваш радиопа телевидени хорĕнче ĕçленĕ. Чăваш композиторĕсен чылай юррисене пропагандăлакан тата пĕрремĕш юрлаканĕ пулнă. Вăл чăваш тата вырăс халăх юррисемпе республика тулашне нумай тухса çÿренĕ.

1975 çулта Иван Христофорова «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ» ят панă. 1990 çулта – Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премин лауреачĕ.1992 çулта Чăваш Енĕн паллă юрăçи «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» ята тивĕçнĕ. Паллă композиторсен тата чăваш халăх юррисене куракан умне кăларнисĕр пуçне Иван Иванович хăй те юрăсем сахал мар çырнă. Раççей тата чăваш радиосенче унăн 200 ытла юрри çырăнса юлнă.

Иван Иванович Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ.

Хаклă ентешĕмĕр 2018 çулхи майăн 24-мĕшĕнче 84 çула кайса çĕре кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code