Суббота, Март 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен асăрханса

Чиртен асăрханса

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе мартăн 18-мĕшĕнчен республикăра коронавирус инфекцийĕнчен асăрханас тĕллевпе ятарлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ.

Чир-чĕр тĕнчипе анлă сарăлнăран çĕршывра унпа кĕрешес тата çынсене хÿтĕлес тĕллевпе нумай ĕç туса ирттереççĕ.

Калăпăшлă тата халăх нумай пухăнакан мероприятисене ирттерме чарнă. Вĕренÿ организацийĕсене дистанци мелĕпе вĕрентме сĕнеççĕ. Медицина учрежденийĕсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерме хушнă. Çакнашкал лару-тăрура граждансен чи малтан хăйсен тимлĕ пулмалла. Инфекци сарăлнă çĕршывсенчен Чăваш Республикине таврăннисен çийĕнчех Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн «хĕрÿ линийĕн» телефонĕпе – 8 /8352/ 58-24-48, 58-51-66 – шăнкăравламалла.

Сăмах май каласан, январь уйăхĕнчен пуçласа вирус сарăлнă çĕршывсенчен 272 çын таврăннă. Вĕсене пурне те шута илнĕ, медицина ĕçченĕсем сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кунсăр пуçне коронавирус инфекцийĕн пĕтĕмĕшле «хĕрÿ линийĕ» – 8-800-2000-112 – ĕçлет. Çак телефонсемпе эпидемиолог специалистсем халăха кăсăклантаракан ыйтусене те хуравлĕç.

Кирек камăн та чир паллисене асăрхасан больницăна каймалла е тухтăра киле чĕнмелле. Республикăри медицина учрежденийĕсем çийĕнчех пулăшу пама хатĕр. Хальлĕхе Чăваш Енри 15 инфекци стационарĕнче 400 койка, чир паллисем пур пек туйăнаканнисем валли 44 боксра 70 койка уйăрнă. Кунсăр пуçне тата 1500 ытла вырăн уйăрма майсем пур. Медицина учрежденийĕсене коронавирус инфекцийĕнчен сипленмелли аппаратсемпе тивĕçтернĕ. Олег Николаевăн хушăвĕпе больницăсемпе поликлиникăсем валли медицина приборĕсемпе хатĕрĕсене туянма тата 49 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.


ПĔЛСЕ ТĂМА
Коронавирус сарăласран сыхланма çакна шута илмелле:
– выльăх-чĕрлĕх, тинĕс апат-çимĕçне сутакан пасарсене, зоопарксене, халăх йышлă пухăнакан вырăнсене çÿремелле мар;
– чĕрĕ апат çимелле мар;
– сывлăш çулĕсене хÿтĕлекен хатĕрсемпе усă курмалла;
– урамран кĕрсен, апат çиес умĕн алла супăньпе лайăх çумалла;
– чир паллисене /кĕлетке температури ÿсет, пуç ыратать, сывлама йывăр, вăй çук, кăмăл пăтранать, хăстарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, мышцăсем ыратаççĕ/ асăрхасан медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла, харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар.


Медицина маскисемпе те кăткăслăх пулмалла мар. Çитес кунсенчех республикăри аптекăсене хÿтĕлев хатĕрĕсен çĕнĕ партине илсе килĕç. Çавăн пекех РФ Айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Енри управленийĕ маскăсем хатĕрлеме пуçланă.

Коронавируспа çыхăннă тĕрĕс информаципе ăçта паллашмалла-ха? Олег Николаевăн хушăвĕпе «Контактра» сетьре «Чувашия без паники» пĕрлĕх /vk.com/bezpaniki21/ туса хунă. Унта республикăри çĕнĕ хыпарсене вырнаçтарĕç. Çавăн пекех аптекăсенче эмелсем çукки, лавккасенче тавар пĕтни, хаксем ÿсни пирки пĕлтерме май килĕ. Ушкăна ĕç тăвакан власть органĕсем патне обществăри пĕтĕмĕшле лару-тăру çинчен тĕрĕс информаци çитерме йĕркеленĕ.

Республикăри шкулсенче мартăн 23-мĕшĕнчен çуркуннехи каникул пуçланать. Мартăн 31-мĕшĕ хыççăн, лару-тăрăва кура, дистанци мелĕпе вĕрентес йĕрке çине куçма пултарассине палăртнă. Аслă шкулсем иртнĕ эрнерех çакăн пек вĕренме пуçланă. Чăваш Енре апат-çимĕç хăрушлăхĕ те хăратмасть. Республикăри лавккасенче 42 кунлăх апат-çимĕç пур. Вĕсене туянса пĕтернĕ май çĕннине кÿрсех тăраççĕ.

Виçĕмкун Чăваш Енре пĕр çын чирленĕ текен хыпар çитрĕ. Вăл Бразилирен Швейцари урлă Мускава килнĕскер Шупашкара таврăннă хыççăн сывлăхне хăех тĕрĕслеттерме шухăшланă. Тухтăрсем вирус ернине палăртсан тÿрех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Хальхи вăхăтра чирлĕ çын тĕп хулари Васкавлă медицина пулăшăвĕн инфекци стационарĕнче уйрăм боксра сипленет. Пысăк хăрушлăх çук, чир çăмăллăн иртет. Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсемпе тухтăрсем унпа хутшăннă çынсен сывлăхне тĕрĕсленĕ, вĕсен вирус пуррине тупса палăртман. Çавăн пекех унпа пĕрле самолетсенче вĕçнĕ пассажирсене те тĕрĕслĕç.

Коронавирус Елчĕкре ан сарăлтăр тесе районти тĕп больница Medicare MC 302 инфрахĕрлĕ термометр туяннă. Халĕ инфекцирен сыхланса учреждение кĕрекен кашни сотрудникăн, пациентăн ÿт температурине тĕрĕслеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code