Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме

Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме

2019 çулта Елчĕк районĕнче 14 инвестици проектне, пурĕ 102 миллион тенке яхăн, ĕçе кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 21 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Вĕсенчен чи курăмлăраххисем: «Победа» сахал яваплă обществăри 400 пуç ĕне вырнаçакан /50 миллион тенкĕлĕх/ комплекс, Борис Крылов уйрăм предпринимателĕн суту-илÿ çурчĕ, Валерий Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи 100 ĕне вырнаçакан вите, Александр Викторов уйрăм предпринимателĕн хуçалăхĕн выльăх пусса тирпейлемелли цехĕ хута кайни.

Кăçалхи тĕллевсем те пысăк. Ял хуçалăх организацийĕсемпе предприятисем хăйсен укçи-тенкипе тата кредитпа усă курса 450 миллион тенкĕлĕх 11 инвестици проектне ĕçе кĕртме палăртнă. Ку чухне, малтан шутланă тăрăх, 94 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелемелли майсем уçăлмалла. Юрий Титов ертсе пыракан «Промсервис» предприятире карбоксиметилцеллюлоза тата модификациллĕ кукуруза крахмалĕ кăларакан çĕнĕ çурт-йĕр хăпартма, «Победа» хуçалăхра 240 ĕне выльăх вырнаçмалли çĕнĕ йышши вите тума, Александр Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче ĕне ферми /сăвакан залпа/, «Комбайн» ЯХПКра самăртакан ушкăнри ĕне выльăха çитĕнтерекен витене тĕпрен реконструкци тума палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code