Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сцена çинче – çамрăк артистсем

Сцена çинче – çамрăк артистсем

Районти ачасен халăх пултарулăхĕн коллективĕсен «АВАНсцена» фестивалĕ хыçа юлнă.

«Спектакль» тата «Литературăпа музыка композицийĕ» номинацисемпе иртнĕ фестивале 7 çултан пуçласа 17 çул тултарман ачасем – 7 театр коллективĕ хутшăннă.

Çамрăк артистсем Аслă Çĕнтерĕве халалланă фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кашни коллектив пултарулăхĕ пысăккипе палăрнă. Çапах та Елчĕк шкулĕнчи «Çамрăк чĕресем» спектакль лартса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшсем – районти централизациленĕ клуб тытăмĕ çумĕнчи «Сириус» коллектива çÿрекен сцена ăстисем.

«Литературăпа музыка композицийĕнче» – Çĕнĕ Пăвари шкулпа культура çурчĕ çумĕнчи «Театр тата эпĕ» коллектив. Мария Иванова, София Квасова, Кристина Васильева, Кристина Иванова, Даша Волкова, Валерия Боброва, Артем Федоров хăйсен пултарулăхне аталантарас тесе спектакльсенче выляса пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Елчĕкри «Çамрăк чĕресем» коллектив иккĕмĕш, Курнавăш шкулĕнчи «Хĕрсем» ушкăн – виççĕмĕш.

Ачасене сцена çинче артист пек тытма вĕрентекенсем – Елчĕк шкулĕнчи Е.Журавлева, Курнавăшри Е.Корнилова педагогсем, Çĕнĕ Пăвари А.Емельянова культработник ырă сăмаха тивĕç. Елчĕкри «Сириус» театр коллективне ертсе пыракан Е.Чапуркинан пĕрремĕш ĕçĕ те курăмлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code