Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сахалрах хута кайнă

Сахалрах хута кайнă

Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсене туянакансем сахалрах пулнине пытараймăн.

Çак сăлтава пулах 2019 çулта районта пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе малтан палăртнă плана /пурĕ 4500 тăваткал метр/ туллин пурнăçлма май килмен.

Планпа палăртнин 66,4 проценчĕ е 2988 тăваткал метр, çав шутра 2386 тăваткал метр чухлĕ стандартлă çурт-йĕр хута кайнă.

Унсăр пуçне, 8 çамрăк çемьен /3880 пин тенкĕлĕх/, 2 тăлăх ачан /1918 пин тенкĕлĕх/ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Сăмах май, нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли республика программине пурнăçласа иртнĕ çул Елчĕк ялĕнче Андреев урамĕнчи 6-мĕш тата Юбилей урамĕнчи çуртсене юсанă, çак тĕллевпе 3646 пин тенкĕ тăкакланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code