Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрлĕ Чутай илемленет

Хĕрлĕ Чутай илемленет

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май республикăра чылай ĕç пурнăçланать.

Тĕп мероприятисем кăçал Шупашкарпа Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче иртмелле. Паллă саманта асăннă районта çине тăрсах хатĕрленеççĕ.

Уява иртнĕ çулах хатĕрленме тытăннă. Хальхи вăхăтра район центрне хăтлăлатаççĕ. Хĕрлĕ Чутая пырса кĕнĕ çĕрте вунă ял тăрăхĕн символикине вырнаçтарнă. Гербсемпе ялавсенче вырăнти халăхăн историне, культурине сăнарланă. Вĕсен авторĕ – ÿнерçĕ-геральдист Вадим Шипунов.

Уяв тĕлне Хĕрлĕ Чутай сали те палăрмаллах илемленмелле. Çулсене, çурт-йĕре йĕркене кĕртнипе пĕрлех урамсене чечексемпе хитрелетĕç. Çу енне культура çурчĕ умĕнче фонтан хута кайĕ. Çавăн пекех вырăнти райпо та çĕнĕ кафе уçма палăртать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code