Пятница, Июнь 5, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç сыхлавĕн йĕркисем малти вырăнта

Ĕç сыхлавĕн йĕркисем малти вырăнта

Уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене хăнăхтарас тĕллевпе семинар-вĕренÿ йĕркелесе ирттернĕ.

Кооператив председателĕн çумĕ Олег Карсаков яваплă тапхăрта пурне те ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, производство дисциплинине çирĕп пăхăнса ĕçлесси çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.

Маларах вĕсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Хирти ĕçсем пуçланиччен вара тепĕр хутчен тĕллевлĕ инструктаж илеççĕ, механизаторсемпе водительсене ятарлă ĕç тумтирĕсемпе, комбайнсемпе тракторсене, автомашинăсене пушар сÿнтерекен хатĕрсемпе, аптечкăсемпе тивĕçтереççĕ. Ĕçе чăрмавсăр йĕркелес тĕллевпе ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерессине йĕркелеççĕ.

Дмитрий Чернов тĕп инженерпа Петр Анисимов тĕп агроном, Александр Сусметов тĕп энергетик тухса калаçнисенчен те асра тытмалли сахал мар пулнă.

Семинар-вĕренÿ ĕçне хуçалăх ертÿçи Гурий Федоров пĕтĕмлетнĕ. Уйрăммăн илсен вăл çакна палăртса каланă: çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă, пысăк пахалăхпа йĕркелесе ирттересси техника паркне, акакан тата çĕре ĕçлесе хатĕрлекен ял хуçалăх машинисене епле хатĕрленинчен тата кашни çыннăн хăйне шанса панă участокри яваплăхĕнчен нумай килет. Чи кирли вара – акана инкек-синкексĕр ирттересси.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code