Среда, Июль 15, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи кирли – асăрханулăх

Чи кирли – асăрханулăх

Республикăри коронавируспа çыхăннă лару-тăру тĕлĕшĕнчи сыхлăх мерисем çирĕпленсех пыраççĕ.

Инфекцирен сыхланса сăнаса тăракан çынсен шучĕ ÿссех пырать. Тунтикун тĕлне 1,3 пин çыннăн биологи материалĕсене тĕрĕслеме илнĕ. Халăха асăрханулăх мерисем пирки пĕлтерес енĕпе анлă ĕç пуçарнă. Апла пулин те инфекцирен сыхланмалли хÿтлĕх хатĕрĕсем çав-çавах çителĕксĕр. РФ Промышленность министерстви урлă çак кунсенче республикăна 300 пин медицина маски килсе çитмелле, çакă çивĕчлĕхе сирме пулăшмалла. Çавăн пекех ятарлă тытăмсен ĕçченĕсене хÿтлĕх костюмĕсемпе, перчеткесемпе, ыттипе тивĕçтерес енĕпе те ĕçлеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăна ют çĕршывсенчен килнĕ, таврăннă çынсен шучĕ пысăк – 5 пине яхăн. Вĕсен тĕлĕшĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Çак лару-тăрура изоляцири ватăсене пулăшасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 60 çултан иртнисен шучĕ Чăваш Енре 200 пин çынпа танлашать. Ватăсем апат-çимĕç, эмелсем туянса килмешкĕн волонтерсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code