Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чирлĕ ĕнен сĕчĕ – сиенлĕ

Чирлĕ ĕнен сĕчĕ – сиенлĕ

Ĕне – тĕреклĕ выльăх. Çапах ăна та тĕрлĕ амак шар кăтартать. Хăш-пĕр чухне чир шала кайсан пусмалли кăна юлать.

Лейкоз пирки калас пулсан, вăл юнран, сĕтрен, ар вăрлăхĕнчен тата, тĕслĕхрен, ĕнерен – пăрăва, пĕрле тăракан чирлĕ выльăхран сыввине куçма пултарать. Ку амак ытти выльăха та, кайăксене те парăнтарать. Чирлĕ чĕр чуна сыватма çăмăл мар, çавăнпа чылай чухне унпа аппаланса вăхăта сая та ямаççĕ.

Вирус çаклатнă, анчах чир вăй илме ĕлкĕреймен пулсан выльăха ыттисенчен уйрăм тытмалла. Лимфа тĕввисем пысăкланни – чир аталаннин пĕрремĕш палли. Ĕнене алăпа сунă чухне çилĕри мăкăльсене лайăх туйма пулать. Ятарлă тĕпчев иккĕленĕве уçăмлатма пулăшĕ.

Чирлĕ выльăх ашĕнче тата сĕтĕнче çыншăн сиенлĕ япаласем пур. Усал шыçăсем тупсан унăн ашне утилизацилеççĕ. Инфекциллĕ ĕнен сĕтне лайăх вĕретмесĕр е пастеризацилемесĕр ĕçме юрамасть, ашне вăрах вăхăт пĕçермелле.

Чир паллисене асăрхасанах çак самантсене шута илме сĕнеççĕ:

– чир шала кайнă выльăха вăрах тытма юрамасть, кунашкаллине пусмалла анчах;

– чирлĕ ĕнен сĕтне ĕçессинчен е усă курассинчен сыхланмалла;

– ветеринари тухтăрĕ ирĕк памасăр выльăха урăх çĕре куçарма, ял е хуçалăх кĕтĕвне яма юрамасть;

– инфекциллĕ ĕнесен сĕтне сутма юрамасть;

– чирлĕ выльăха ниçта илсе каймасăрах кил хушшинчех е хуçалăхрах пусса тирпейлемелле.

А.БЫКОВА,
районти ветстанцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code