Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Европăна утса тухнă

Европăна утса тухнă

Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май, телейлĕ пурнăç туса панăшăн эпир ветерансене тата пуç хунă салтаксене уйрăмах аса илетпĕр, тав тăватпăр.

Кушкă ялĕнчен иртнĕ вăрçа 220 ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен 104-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăл тапхăрта кашни совет çынни фашистсене хирĕç кар çĕкленнĕ. Вĕсенчен пĕри – Петр Бакин. Вăл 1920 çулта çуралнă. 1939 çулта Патăрьелти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер, 2 уйăх çеç Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче ĕçлеме ĕлкĕрет. Çав вăхăтра Европăра вăрçă пĕлĕчĕсем капланса хăпарнă. Фашистла Германи 1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Польшăна тапăнса кĕнĕ, иккĕмĕш тĕнче вăрçине чĕртсе янă. Çав çулхине çамрăк учителе Хĕрлĕ Çара илнĕ, Чернигов, Витебск хулисенче службăра тăнă. Каярах ăна Омскри артиллери училищине вĕренме янă, лейтенант званийĕ парса фронта ăсатнă.

П.Бакин лейтенант çапăçу хирне 1941 çулхи чÿк уйăхĕнче Мускав хули çывăхĕнче кĕнĕ. Вăл танксене хирĕç çапăçакан Кутузов орденлĕ 1114-мĕш артиллери гварди полкĕнче батарея, рота командирĕ пулнă. Çавăн пекех вĕсен полкĕ Сталинград патĕнчи çапăçусем вăхăтĕнче Атăлпа Дон хушшинче тăшман çарĕсен çулне пÿлсе плацдарм тытса тăнă. Вăрçăн çулăмлă çулĕпе Днепр, Десна, Прут, Неман, Буг, Тисса юхан шывĕсем урлă каçса Дунай хĕррине çитнĕ. Çак хушăра вăл нумай хутчен вилĕме куçа-куçăн пăхнă, виçĕ хутчен йывăр аманнă.

Уйрăмах Курск пĕкки патĕнчи юнлă çапăçусем унра тарăн йĕр хăварнă. 50 кун ытла тăсăлнă çак хирĕç тăру. Нимĕçсем хăйсен чи лайăх çарĕсемпе, хĕç-пăшалĕпе усă курнă. 60 тоннăллă «Тигр», «Пантера» танксемпе тапăннă.

Унта Петр Константинович каллех йывăр аманнă, госпитальте сывалнă хыççăн çĕнтерÿ çулĕпе Польша, Чехословаки, Венгри, Югослави, Австри çĕрĕсене тăшмансенчен тасатнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна аслă командовани 5 хутчен Тав хучĕпе, орден-медальпе чысланă.

Крутой Лог ятлă ял тулашĕнче пирĕн полкăн 2-мĕш батальонĕ позици тытса тăнă. Пĕр кунхине тăшман 120 танкпа, йышлă пехотăпа вĕсем çине тапăннă. Çак хаяр çапăçу 12 сехете тăсăлнă. Тăшманăн техникипе чĕрĕ вăйне пирĕн çарсем тĕп тунă. Пирĕн енчен те çухату пысăк пулнă. Çапăçу хыççăн виçĕ çынна Совет Союзĕн Геройĕ ятне пачĕç тесе каласа паратчĕ педагог-ветеран хăй пурăннă чух. Батальонăн пĕтĕм составне орденсемпе медальсем парса чыс тунă. Чăннипех те хастар та хăюллă, харсăр та пултаруллă пулнипе палăрса тăнă Елчĕк чăвашĕ. Çĕнтерĕве çывхартас тесе вăй-халне шеллемен. Уйрăмах Австрин тĕп хулишĕн – Венăшăн пынă çапăçусем унăн асĕнче юлнă. «Венăна илнĕшĕн» медале те тивĕçнĕ гвардин аслă лейтенанчĕ. Будапешта ирĕке кăларнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Çĕнтерÿ кунне П.Бакин Дунай шывĕ хĕрринче вырнаçнă Капфенберг хулинче кĕтсе илнĕ. Анчах сурансем паттăр салтака килне вăхăтра таврăнма чăрмантарнă. Вăл чылай тапхăр çар госпиталĕнче сипленнĕ. Ун хыççăн пĕр çар училищинче пулас офицерсене вĕрентнĕ. Салтак çулĕсене утса тухнине ÿкернĕ карта паянхи кун та Петр Константинович килĕнче упранать. Тăван яла таврăнсан çемье çавăрнă вăл, хĕрĕпе ывăлĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Шел пулин те, П.Бакин 2007 çулта çĕре кĕчĕ. Унăн мăшăрĕ те, Клавдия Петровна, хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçре ирттерчĕ, кинĕ те, Лидия Васильевна, учительте тăрăшрĕ.

А.ПОРТНОВА,
Кушкăри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code