Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тухăçлăха ÿстерме

Тухăçлăха ÿстерме

Чăваш Республикинче кăçал 20 пин гектар çинчи йÿçек тăпрана извеçлеме палăртнă.

Иртнĕ çул çак ĕçе пурĕ 4912 гектар çинче, республикăри 10 районти 20 ял хуçалăх предприятийĕнче пурнăçланă.

Аграрисем тăпра пулăхне ÿстерме, извеç хывма 15 миллион тенкĕ тăкакланă. Çав шутран вĕсене 13,7 миллион тенкине патшалăхран каялла тавăрса панă. Кăçал çак ĕçе 20 пин гектар çинче туса ирттермелле. 2058 гектар валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ ĕнтĕ.

Специалистсем палăртнă тăрăх, извеç хывни çĕре пуянлатать, тухăçлăха ÿстерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code