Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тырă экспортне чакарасшăн

Тырă экспортне чакарасшăн

Тырă хакĕ хакланса каясран РФ Ял хуçалăх министерстви тырă экспорчĕн вăхăтлăх квотине тăвасшăн.

Çапла майпа июнĕн 30-мĕшĕччен çĕршывран чикĕ леш енне 7 миллион тоннăран ытла тырă ăсатмалла мар. Министерство интервенци фондĕнчи тыррăн пĕр пайне сутма палăртать.

Çавăн пекех апат-çимĕç рынокĕнчи тăнăçлăха тытса тăма, Раççее тырăпа туллин тивĕçтерме мерăсем йышăнасшăн. Тĕслĕхрен, ведомство пысăк экспортерсемпе пĕрле çĕршывшăн уйрăмах кирлĕ тырра чикĕ леш енне ăсатассине чакарма проект хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн тулă, урпа, ыраш, куккурус, çу культурисене ют çĕршыва ытлашши сутма памĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code