Среда, 30 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксен наставникĕ

Çамрăксен наставникĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хĕвел ăшшăн пăхма тытăнсанах хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлеме пуçланă. Хуçалăхра 1350 гектар çинче кĕрхи çĕртмене, 659 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăка сÿреленĕ. Кунта Леонид Головин, Владислав Айметов, Анатолий Емельянов, Олег Зайцев, Михаил Никифоров, Алексей Перцев, Вячеслав Абрамов механизаторсем тата Шупашкарти техникумра вĕренекен, хальхи вăхăтра хуçалăха практикăна килнĕ Константин Александровпа Артем Артемьев çамрăксем тăрăшуллă пулнине палăртмалла. Акă, Леонид Головин пĕлтĕр кĕркунне çеç туяннă БТЗ-243К тракторпа çанă тавăрса ĕçлет, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Салтак тумне хывнă хыççăнах трактор штурвалĕ умне ларнă та вăл, унтанпа 30 çул ытла çĕр-аннемĕр çинче вăй хурать. Леонид Иванович çамрăксен наставникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code