Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăта усăллă ирттерер

Вăхăта усăллă ирттерер

Коронавирус çаклатас мар тесе килте ларатпăр. Вăхăта мĕн туса ирттермелле; Килте ларнă чухне хамăра мĕнле тытмалла?

Халĕ шăпах кил-çурта, хваттере тĕплĕн çуса тасатма, тирпей-илем кĕртме меллĕ тапхăр. Пĕрремĕшĕнчен, çакă хамăршăн та кăмăллă пулĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ĕç, пĕр тĕллев çемьене çывăхлатма пулăшать. Виççĕмĕшĕнчен, таса та тирпейлĕ хваттерте, çуртра сывлама та, пурăнма та лайăхрах. Кăмăл та савăкрах. Çуртра кашнин хăйĕн вырăнĕ, кĕтесĕ пулмалли çинчен ан манăр.

Пурте килтен тухмасăрах ĕçлеççĕ пулсан пĕр-пĕринпе ытларах калаçма тăрăшмалла, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе кăсăклансах тăмалла. Пĕр сăмахпа, çемье канашĕсем ирттермелле. Кунне пĕрре пурте пĕрле пĕр сĕтел хушшине лармалла. Каçхи апат çинĕ е чей ĕçнĕ, сĕтелçи вăййисем вылянă чухне. Чи кирли, телевизор умĕнче мар. Вăл чун каниччен калаçма кансĕрлет. Енчен те çемьере пĕри те пулсан ĕçе çÿрет пулсан унпа вăл пÿрте-хваттере кĕрсе çăвăнса тасалнă хыççăн кăна хутшăнмалла. Унсăр пуçне ытти чухне тăвайман килти ĕçсене туса пĕтерĕр. Ахăртнех, вĕсем сирĕн чылаях пуçтарăннă. Калăпăр, сăн ÿкерчĕксен архивне йĕркене кĕртме пулать. Пултарулăх ĕçĕпе аппаланма май пур. Вулама палăртса хунă кĕнекесене ăса хывма вăхăт шăпах. Куç хывнă кинофильмсем те сире кĕтеççĕ. Интернет урлă видеоспектакльсем пăхма, Эрмитажа, Третьяков галерейисене тата ытти паллă музейсене «çитсе курма» пулать. Вăхăта ачасемпе ытларах ирттермелле. Вĕсен вĕренÿ ĕçне тĕрĕслемелле, уроксем тумалла. Тăвансемпе, юлташсемпе питĕ калаçас килет-и – скайппа çыхăнăр. Апла пулин те кунне çур сехет те пулин тĕрлĕ хусканусем тума тăрăшмалла. Чĕлхе пуянлăхне ÿстерме сăмах каçмăшсемпе сканвордсен тупсăмне пĕрле шырамалла. Çав вăхăтрах йăх-тымара тĕпчеме шăпах меллĕ вăхăт. Йăх йывăçне тума пулать. Çак ĕçе ачасене явăçтарни те питĕ вырăнлă. Тăван-пĕтенне, иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене пĕлсе, палласа ÿсчĕр вĕсем.

Ку тапхăрта чунра лăпкă мар пулсан çывăх çынсенчен, психологран пулăшу ыйтма вăтанмалла мар.

Т.ЗУБКОВА,
психолог.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code