Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чарусем инфекцирен хÿтĕлĕç

Чарусем инфекцирен хÿтĕлĕç

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш телекуравĕн, Чăваш наци радиовĕн тата Тăван радио эфирĕнче Чăваш Республикине коронавирус инфекцине илсе килессине чарса лартас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕн «тÿрĕ линийĕ» иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, оперштабăн ĕç ушкăнĕн ертÿçи Алла Салаева ертсе пынă.

«Тÿрĕ линие» хутшăннă халăха чылай ыйту кăсăклантарнă. Нумайăшне интернет уçлăхне пĕр харăсах чылай çын кĕнĕрен трафик çитменни пăшăрхантарнă. 60 çула çитейменнисен дачăна кайса çÿреме юранипе юраманни пирки те ыйтнă.

Кăчкă праçникĕпе Мăнкун çывхараççĕ. Чылайăшĕ, уйрăмах аслă ăрурисем, чиркĕве çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн çурта лартма каясшăн пулĕç. «Кăçал Кăчкă праçникне те, Мăнкуна та килте ирттерме тивĕ. Йĕркене пăсмалла мар, çемьесене тата çывăх çынсене упрамалла, ку йăлтах хамăршăн», – палăртрĕç «тÿрĕ эфирта». Сăмах май, Мăнкун кĕллине килтех Чăваш наци телекуравĕпе тÿрĕ эфирта курма май пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ку ыйтупа Варнава Владыкăпа калаçнă. Маларах Патриарх Кирилл та çак çивĕч лару-тăрура чиркÿсене çÿрессинчен тытăнса тăма каланăччĕ. Эппин çавна пурте ăса хывар-ха.

Медицина учрежденийĕсем чирлисене йышăнма хатĕр-ши? Ку ыйту çине ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çапларах хурав панă:

– Медучрежденисем талăкĕпех ĕçлеççĕ. Коронавирусран сипленме хатĕрленĕ 458 вырăнтан пысăк пайĕ пушă паян. Апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне «Кĕрен парăс» лагерьте тепĕр вырăн уçăпăр. Чăваш Енре ÿпкене искусствăллă майпа сывлаттармалли 422 аппарат пур. Çитес кунсенче 36, май уйăхĕнче 94 аппарат килмелле. Паян 3 лабораторире анализ йышăнаççĕ. Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне тăваттăмĕшне уçăпăр. Специалистсем талăкра 550 тĕпчев ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code