Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăрпăк – тетте мар

Шăрпăк – тетте мар

Халĕ, карантин палăртнă кунсенче, ачасем килте дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, чылай чух çуртра хăйсем тĕллĕн çеç юлаççĕ. Çавăнпа та вĕсене пушартан тата ытти инкекрен асăрхаттарар.

Ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чух ачасене çуртра питĕрсе е аслăраххисемсĕр хăвармалла мар. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанать. Çакă вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине, инкек вăхăтĕнче тĕтĕмпе сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса асăрхаттармалла, çунакан çуртран май килнĕ таран хăвăртрах тухмаллине ăнлантармалла.

Хăйсен тĕллĕн юлнă ачасем аслисене евĕрлесе газ çутса пăхма, сигарет туртнă евĕр выляма, шăрпăк тивертсе пăхма пултараççĕ. Çапла ан пултăр тесен шăрпăка е зажигалкăсене тĕплĕн пуçтарса хăвармалла. Вĕсене электроприборсемпе усă курма, пушă çуртсенче е маччасенче, аслăк тăрринче выляма ирĕк ан парăр.

Чăваш Республикинче çулталăк пуçланнăранпа ачасен айăпĕпе 7 пушар пулнă, 3 çын пурнăçран уйрăлнă. Пирĕн районта юлашки 5 çул хушшинче çак сăлтавпа 2 пушар тухнă. Икĕ тĕслĕхре те ачасем пушă çуртра шăрпăкпа вылянă.

Инкек пирки тÿрех аслисене пĕлтермеллине тата «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине ачасен пĕлмелле.

С.САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code