Воскресенье, Апрель 18, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу кирлĕ – шăнкăравлăр

Пулăшу кирлĕ – шăнкăравлăр

Коронавируспа çыхăннă çивĕч лару-тăрăва кура районти халăха социаллă пулăшу паракан центрта 60 çултан аслăрах граждансем валли «хĕрÿ лини» ĕçлет.

Самоизоляци режимне пăхăннине пула пенсионерсен, пĕччен пурăнакан ватăсен лавккана е аптекăна тухса çÿреме юрамасть. Çавăнпа та районти аслă ăру çыннисем апат-çимĕç, эмелсемпе препаратсем, куллен усă курмалли таварсем кирлĕ пулсан 8/83549/ 2-57-69, 8/8352/ 26-11-11 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ. Шăнкăравсене кашни кун 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ. Ватăсене центр ĕçченĕсем çийĕнчех пулăшу пама хатĕр.

О.ИВАНОВА,
халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пай заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code