Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уртаракан чир

Уртаракан чир

Уртаракан чир вирусĕ чирлĕ чĕр чун организмĕнчен сĕлекипе пĕрле тухать. Çавăнпа та инфекци чĕр чун çыртсан, чăрмаласан, çуласан ерме пултарнине асра тытмалла. Урнă чĕр чун сĕлекипе вараланнă япаласем урлă та чирлеме пулать.

Çынна çыртнă чĕр чун сывă е чирлĕ пулнине ăна ветеринари ĕçченĕсем 10 кун хушши асăрхаса-пăхса тăраççĕ. Вăл сывă пулнине палăртсан прививкăсем тума чарăнаççĕ. Уртаракан чирĕн инкубаци тапхăрĕ 10-30 кунран пуçласа 6 уйăхчен тăсăлать, хăш чухне – çулталăк таранчченех. Çакă чĕр чун çынна ăçтан, мĕнле вырăнтан çыртнинчен килет. Уртаракан чиртен прививкăсене вăхăтра тусан чир аталанассине асăрхаттарма пулать. Мĕншĕн тесен инкубаци тапхăрĕ вĕçлениччен çак чир патне иммунитет аталанать. Çавăнпа та çынна чĕр чун çыртсан тÿрех медицина пулăшăвĕ илме васкамалла. Маларах вара алла темиçе хутчен супăньпе çумалла, йодпа, этил спирчĕпе сăтăрмалла, хирург е травматолог патне каймалла.

Енчен те сире çыртнă йыттăн, кушакăн хуçине пĕлетĕр пулсан унăн ятне, адресне тухтăра пĕлтермелле. Прививка тумаллипе тумалла маррине те тухтăр татса парĕ. Прививкăсен чи вăрăм курсĕ 6 инъекцирен тăрать. Хăрушă чиртен асăрхаттарма ансат, анчах вăхăтра медицина пулăшăвĕ илменни пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Ветеринари ĕçченĕсем профилактика енĕпе выльăхсене вакцинаци тăваççĕ, çак мероприятисенчен пăрăнса юлма юрамастех.

М.ПЕРЕПЕЛКИНА,
районти ветстанцин аптека заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code