Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕçе хутшăнаççĕ

Ырă ĕçе хутшăнаççĕ

Коронавирус чирĕ сарăлнă çивĕч лару-тăрура та халăх ыр кăмăллăх пирки манмасть.

Республикăри «Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине хальлĕхе пурĕ 737805,32 тенкĕ пухăннă. Вăл шутран Елчĕксем 140736,24 тенкĕ хывнă. Сăваплă ĕçре ырăпа палăрнисен йышне «Энтепе» ООО, «Прогресс» АХО /10-шар пин/, Елчĕкри сыр завочĕ /7 пин/, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ /5 пин/ кĕреççĕ. Çавăн пекех районти вĕренÿ учрежденийĕсем те марафона тулли кăмăлпа хутшăнаççĕ. Уйрăмах Елчĕк, Курнавăш, Патреккел, Лаш Таяпа шкулĕсен коллективĕсем хастар.

Марафон малалла тăсăлать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code