Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Компенсаци параççĕ

Компенсаци параççĕ

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2004 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи 704 номерлĕ йышăнăвĕпе /ăна 2017 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче редакциленĕ/ килĕшÿллĕн, призыв умĕнхи ÿсĕмри граждансене призыв комиссийĕпе çыхăннă мероприятисене хутшăннă чух çул-йĕршĕн тăкакланнă укçа-тенке компенсаци парса саплаштараççĕ.

Призыв комиссийĕпе çыхăннă мероприятисен шутне медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни, çар учечĕпе çыхăннă ыйтăва татса панă чух сывлăха тĕрĕслени тата сипленни, ыйтăва татса пама çар комиссариатне е федерацин хăрушсăрлăх службин органне йыхравлани тата ытти тĕслĕх кĕрет.

Енчен те палăртнă компенсацие илес тесен, граждансен вырăнти çар комиссариачĕн уйрăмне кайса заявлени çырса памалла.

Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн аппарачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code