Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун туртăмĕпе

Чун туртăмĕпе

Тăрăшулăх, мал ĕмĕтлĕх нумай çынра пĕчĕкренех амаланса вăй илет. Çамрăклăхра тата аслă ÿсĕмри çулсенче те çав палăрăм чылайăшĕн сÿнмест, пушшех урăхла, çирĕпленсе çеç пырать.

Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пушкăртстанра пурăнакан Марина Багадеровăпа нумаях пулмасть телефонпа çыхăнма тÿр килчĕ те, çÿлерехри шухăшсем çуралчĕç.

Ялти шкулта 2-3 çул вĕрентнĕччĕ вĕсен класне. Марина ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ: тимлĕ, çивĕч ăс-тăнлă, пуçаруллă, яваплă… Пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртместчĕ, чылай чухне ертсе пыраканĕ пулнă. Тĕп шкула «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕ.1994-1996 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта педагогика класĕнче пĕлÿ пухрĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш чĕлхипе литератури специальноçне алла илнĕ. Вĕреннĕ тапхăртах ташă кружокне çÿресе эстрада юрăçисен концерчĕсене илем кÿме пултарнă. Пĕр тесен, шкул çулĕсенче ку тĕлĕшпе ятарлă хăнăхусем пулман та вĕт. Маринăн пултарулăх çивĕчлĕхĕ çинчен каламасть-и çакă?

2001 çултанпа, шăпа çавăрса килнипе, Марина Денисова çемйипе Пушкăрт Республикинчи Пелепейре пурăнать. Малтанах хулари Чăваш гимназийĕнче социаллă педагог пулса ĕçленĕ. 2003 çултанпа – хăй тытăмлă «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче тăван халăхăмăрăн культурине аталантарас ĕçре вăй хурать.

– В.Яковлев ертсе пыракан Пелепей районĕнчи чăвашсен наци культурин автономийĕпе туслă çыхăнура эпир, – Марина Петровнăн уçă калаçăвĕнче пĕрлехи ĕç кал-кал пыни тÿрех сисĕнчĕ.

Сăмахсен чăнлăхĕ курăмлă мероприятисем йĕркеленинчен те паллă. Регионсен шайĕнче иртекен «Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурс, акă, çулсерен çĕршер ачапа çамрăка пуçтарать. Конкурсантсем чăвашла сăвă калас, юрлас, ташлас тĕлĕшпе тупăшаççĕ, йăх-несĕлсен авалхи йăли-йĕркине аса илеççĕ. Чăваш центрĕнче ĕçлекен коллективсемпе – «халăх» ята тивĕçнĕ «Илем» фольклор, ачасен тĕслĕхлĕ «Уяв» ансамблĕсемпе чăвашсен авалхи уявĕсене, йăли-йĕркисене сцена çине кăлараççĕ: сурхури, çăварни, вăййа тухни, кĕр сăри, улах ларни… Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа йĕлтĕрçĕсен эстафетине, Аслă Çĕнтерÿ çывхарса килнĕ май «Ветерансене саламлас» акци ирттерессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Паян паттăрсем патне килрен çÿресе парнесемпе, юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ вĕсем.

– Тĕрлĕ ăсталăх урокĕсем те час-часах ирттеретпĕр эпир, – тет пурнăçланă йышлă ĕçсен тухăçлăхне мала хуракан хастар ентешĕмĕр. – Капăрлăхсем – шăрçасенчен хушпу, тухья, масмак ăсталас тĕлĕшпе уроксене вырăнти чăвашсем хапăлласах çÿреççĕ.

Пелепей районне кĕрекен Слакпуç ялĕ К.Ивановпа Я.Ухсайăн сăпки пулнă май, нумай мероприяти вĕсен ячĕпе те çыхăннă. Сăвăçсен пултарулăхĕнчи тĕп çул-йĕрсене тишкернĕ чухне чăваш юрри-ташшине те мала хураççĕ. Калем ăстисем поэзире çеç мар, культурăпа искусствăра та палăрăмлă утăмсем тунă-çке. Çавнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсене Чăваш Енрен те кашни çулах сумлă хăнасем хутшăнаççĕ.

Ĕмĕрсенчи тăванлăх туйăмĕ тăтăшах аталанса, ăрусен çыхăнăвĕ йĕркеленсе пыни тĕрлĕ регионри йăхташăмăрсене пĕр тĕвве пуçтарать те. Çак туслăх кĕперне çирĕплетсе пыраканĕ – Марина Денисова-Багадерова. Хастарлăхшăн тивĕçнĕ наградăсем – Пушкăрт Республикин Культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн тата ытти тытăмсен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, тĕпрен илсен, пурте наци культурине аталантарассипе çыхăннă. Апла пулсан чун туртăмĕпе суйласа илнĕ, куллен пурнăçланакан ĕçсен тĕшши пур-ха. Çаплах пултăрччĕ малашне те.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code