Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçре сатур, спортра маттур

Ĕçре сатур, спортра маттур

Кармал /Шаймурзино/ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрет. Унта çитсе курас тесен Канаш – Пăва асфальтлă аслă çул хĕрринчен «Эмметево» чарăнура анса юлмалла. Анаталла анакан яка çулпа тÿрех кайса, Элпуç ялĕ витĕр тухса, Çирĕклĕ юхан шывĕ урлă хывнă кĕперпе каçсанах çак яла кĕретĕн. Сылтăм енчи сăртра ĕлĕкхи шкул территорийĕ капмаррăн курăнса ларать. Кунти йывăçсем çÿлелле кармашнă. Тÿрех палăртатăп, 2006 çулта тĕп, 2012 çулта пуçламăш шкул хупăннă. Юлашки çулсенче вăл аванах юхăннă, пушă ларакан çурта çаратса, тустарса пĕтернĕ. Иртнĕ çул вара тăрăшуллă та теветкеллĕ çамрăк – Александр Попов ăна хăй çине илнĕ те кунта йĕркелĕхпе тирпейлĕх хуçаланма пуçлани инçетренех курăнчĕ.

Ялта 112 хуçалăх шутланса тăрать. Вĕсенчен 39-шĕ дача участокĕ. Урăх çĕре ниçта тухса каймасăр пурăнакан çынсем – 174. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкула 11-ĕн çÿреççĕ. Вĕсене автобуспа турттараççĕ. Кăçал пуçласа парта хушшине ларакан пĕртен-пĕр шăпăрлан. Вăл – Вера Беловолосова. Ялти чи аслă хĕрарăм – Римма Осипова. Тыл ветеранĕ тăхăр теçеткене такăрлатса пырать. Арçынсенчен чи ватти – Иван Алексеев. Иван Алексеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă сывă пурăнакан пĕртен-пĕр ветеран. 96 çулпа пыракан вăрçă паттăрне Надежда Ишмуратова пăхса тăрать. Чи çамрăккисем вара – икĕ çулхи Игнат Анисимовпа Богдан Захаров тата Елизавета Краснова. Юлашки çулсенче ялта хăçан туй-çăнăхта кĕрленине те астумаççĕ. «Çĕнĕ кайăксем» те вĕçсе килмен.

Ялта çичĕ урам: Мостовая, Учительская /çак касра учительсен общежитийĕ вырнаçнăран çапла ят панă ăна, шел, кирпĕч çурт халĕ юхăнса ларать/, Матросов тăкăрлăкĕ, Южная, Полевая, Петров ячĕллĕ /унта пурăнакансем хăйсен урамĕ мĕншĕн çав ятлине те калаймарĕç/, Приозерная.

Ял варринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă пысăк стела сумлăн курăнса ларать. Ăна çĕнетнĕ çĕрте çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Çурçĕрте пурăнакан Василий Красновăн тÿпи пысăк пулнине палăртать ял-йыш.

Палăка хирĕçех «Царская усадьба» лавкка вырнаçнă. Виçĕ çул каялла Александр Попов уçнă ăна. Кармалта халĕччен лавкка пулман. Пĕр буханка çăкăр туянмалла-и е шăрпăк пĕтнĕ – Кармалсем Элпуçне каçнă. Халĕ вара меллĕ кунта пурăнакансене: Поповсен лавккинче куллен кирлĕ таварсем пурте çителĕклĕ. Çын татăлма пĕлмест.

Харсăр та сатур çынсемпе пуян ял. Акă, Николай Семенов фермер выльăх-чĕрлĕх, тыр-пул çитĕнтерес енĕпе маçтăр. Николай Георгиевич чылай çул колхозра механизаторта вăй хунă. 1976 çулта ăна «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чыс тунă. Икĕ çул умлă-хыçлă районти «Ака чемпионĕ» ята тивĕçнĕ. 1999 çулта тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ хăйĕн хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе янă.

Çавăн пекех каласа хăвармасăр иртес мар, «Эмметево» сахал яваплă юлташлăхăн ертÿçи Юрий Лапшин çемйи те Кармалта хунав янă. Инçетрен капмаррăн курăнса ларакан пысăк та хăтлă çурт çине вырнаçтарнă вывескăсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Унта кил хуçи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, унăн мăшăрĕ, хуçалăхăн пултаруллă организаторĕ Августина Константиновна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ, вĕсен ывăлĕ – Александр ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ тесе палăртнă. Лапшинсен виçĕ ывăлĕ те – Алексей, Андрей, Александр – республикăри паллă спортсменсем.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем татах та пур. Владимир Федоров СССР спорт мастерĕ, милици ĕçченĕ Василий Лапшин виçĕ енлĕ спорт мастерĕ. Хĕрсенчен чи паллă спортсмен – Анастасия Лапшина. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă.

Влас Павлов каратэ енĕпе СССР спорт мастерĕ, Мускав хулин темиçе хутчен чемпионĕ, хура пиçиххине тивĕçнĕ. А.Анисимов вара иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчех районти вăйлă спортсмен йышне кĕнĕ.

Аслă урамсене вак чул сарнă. Петров урамĕпе виçĕ çурт ларакан Матросов тăкăрлăкне хальлĕхе хытарнă çул çитеймен. Хальхи вăхăтра çак урамсенче сип-симĕс курăк ешерет. Урамсем йывăçлă, çырма-çатра хĕррисенче те тĕрлĕрен йывăç-тĕм ешерет. Владимир Лазарев, Николай Краснов, Сергей Федоров тăван тăрăх илемĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Икĕ çул каялла маларах аса илнĕ Лапшинсем хăйсенчен инçе мар сад ĕрчетме пуçăннă. Кăçал Александр ывăлĕн пуçарулăхĕпе çамрăксем тата хырсем лартса хăварнă. Паянхи яш-кĕрĕм çут çанталăк ĕмĕрĕ вăрăм, вăл иртнине çĕршер çул упрать текен шухăша мала хуни кăмăла çĕклет. Кунтах спорт площадки, кану кĕтесĕ вырнаçнă.

– Çырма-çатра хĕррине тирпейлĕ тытса тăма пĕрре те çăмăл мар. Ялта çÿп-çап контейнерĕсем лартса пачĕç пулсан та ăпăр-тапăра çырма кĕтесне килсе пăрахакансем те тупăнаççĕ. Икĕ çул каялла лартнă хурăнсене касса кайни чĕрене ыраттарчĕ. Вĕсен вырăнне, паллах, тата лартрăм. Хальхинче чĕрĕ хунавсене карта тытсах çавăртăм, – тет ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра ветеринарта тăрăшнă Владимир Лазарев.

80 çулпа пыракан ĕç ветеранĕ çамрăкран тăван ял историйĕпе кăсăкланать. Шкул ачисем ун патне тĕрлĕ йăх-несĕл историйĕ çинчен ыйтма та тăтăшах пырса çÿреççĕ. Владимир Петрович пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ялне 17-мĕш ĕмĕрте Тăвай районĕнчи Кармалти Федот сунарçă ухутана чи малтан килнĕ. Ун хыççăн тата виççĕн куçнă хăваллă вырăна. Майĕпен çапла ял аталанса пынă. 1710 çулта кунта 17 хуçалăхра 72 çын пурăннă. Вĕсем çинче 390 гектар сухаланакан çĕр, 277 гектар вăрман çирĕпленнĕ. Иван Михайлов, Сергей Осипов армансем тытнă. Алексей Горшков паллă сунарçă пулнипе, Маляр Ванькки сĕтел-пукан ăсталанипе чапа тухнă.

Илемĕпе, капăрлăхĕпе савăнтарать Кармал. Кунта хăйсен йăвине ăшă та хăтлă тытакан харсăр çынсем пурăнаççĕ. Икĕ хутлă çуртсем те йышлă. Кашнийĕн палисадникĕсенче чечексем ешереççĕ, пахчисенче – çеçке çурнă тĕрлĕ улма-çырла йывăççисем.

Çирĕклĕ юхан шывĕ хĕрринче çулла кăна мар, хĕлле те вăлтапа ларакан пулăçсене асăрхатăн. Пĕвере темĕн тĕрлĕ пулă те ĕрчетеççĕ. Елчĕксем кăна мар, кÿршĕллĕ районсенчен те килеççĕ кунта пулă тытма, илемлĕ тавралăхпа киленме.

Кармал тата ĕлĕкхи йăла-йĕркене нумай çулсем хушши тытса пынипе те палăрать. Вĕсем Питравра ял уявне паллă тăваççĕ. Çавăнпах-тăр Петя ятлисем йышлăн. Унччен вăйă картине палăк патĕнче тăрса пуçланă пулсан, юлашки çулсенче вăйă-кулă Тукмăрса улăхĕнче иртет. Анчах Элпуçĕнчи клуб хупăннă хыççăн вăййа тухасси пăрахăçа тухса пыни сисĕнет. 2000-мĕш çулсенче, ялти культурăна Оксана Аверьянова ертсе пынă чухне, çак ырă йăла-йĕркене упраса хăварас тата аталантарса пырас тесе нумай тимленĕ. Хастара вăл çулсенче «Чи лайăх çамрăк культработник» ят парса та чыс тунă.

Çак аслă улăхран инçех мар сăваплă вырăн – масар вырнаçнă. Ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Горшков пуçарулăхĕпе, активистсен тăрăшулăхĕпе пĕлтĕр унти пĕчĕк пÿрте çĕнетме мехел çитернĕ. Нумай çул старостăра вăй хунă Николай Краснов ял аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă. Халĕ унăн пархатарлă ĕçне Сергей Федоров пысăк пуçарулăхпа малалла тăсать.

Нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан çемьесем – ял хастарĕсем. Владимирпа Валентина Яковлевсем, Ильяпа Лидия Красновсем, Николайпа Валентина Красновсем, Юрийпе Августина Лапшинсем çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем ытларах инçетри хуласене ĕçе çÿреççĕ пулсан, Елена Алексеева, Ираида Аверьянова, Светлана Лапшина дояркăсем, Раиса Коновалова пăру пăхакан, Алексей Алексеев, Михаил Коновалов, Сергей Аверьянов, Славик Львов механизаторсем тăван тăрăхрах хăйсене килĕшекен ĕç тупнă. Вĕсем «Эмметево» ОООра çанă тавăрса вăй хураççĕ.

Ĕне выльăх, сурăх, качака, чăх-чĕп усракансем ялта нумаййăн мар. Кĕтÿре 12 ĕне кăна.

«Елчĕк ен» хаçата кăмăлласа вуланине пĕлтереççĕ урамра тĕл пулнă хĕрарăмсем. Журналистсемпе халĕччен куçа-куçăн тĕл пулса калаçса курман пулсан та авторсен ячĕсене лайăх пĕлеççĕ.

– Пирĕн ял çинчен аса илни пит вырăнлă. Паянхи пĕчĕк ялсем мĕнле сывласа пурăнни питĕ интереслĕ. Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май пушшех кăсăклă, – теççĕ чун-чĕрине уçакан ĕç ветеранĕсем, пирĕн хаçатăн çывăх тусĕсем.

Çутă сăнарсем

Кашни ял хăйне евĕр пултаруллă. Тĕрлĕ професси илсе çуралнă кĕтесĕн ят-сумне ÿстернисем те, камран ырă тĕслĕх илмелли çынсем те пур. Чи малтанах педагог династине 200 çул ытла тытса пынă Соминсене палăртмалла. Порфирий Митрофанович 1908 çултах Теччĕре пуçламăш классен учителĕн специальноçне алла илнĕскер, районти тĕрлĕ шкулсенче тăрăшнă. Унăн тăватă хĕрĕ те – Мария, Антонина, Валентина, Роза – вĕрентекен профессине суйласа илнĕ. Порфирий Сомина 1939 çулта «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ят, çав çулах «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль, 1944 çулта «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ят парса чысланă. Петр Тимофеев фронтовик та пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе панă. Валентина Счетчикова та педагог тивĕçне çÿлти шайра пурнăçланă. Шупашкарти шкулсенче тăрăшса 1986 çулта «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ята, унтан Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Валентина Алексеева, Александра Краснова 11-шер ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсене «Ача амăшĕ-героиня» орденпа чысланă.

Раиса Лапшина доярка, Николай Васильев тракторист ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата ĕçри ÿсĕмсемшĕн «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Василий Андреев «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ятсене çĕнсе илнĕ.

Юрий Федотова ялта производство организаторĕ пек лайăх пĕлеççĕ. Вăл 1991-1995 çулсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕнче, Тутарстан Республикинчи пĕр район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ, 2000 çултан «Чувашсельхозхимия» АОн генеральнăй директорĕн çумĕнче тăрăшать. Вăл финанс управленийĕ енĕпе кĕнеке те кăларнă.

Çар çыннисемпе шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем те йышлăн тухнă. Геннадий Дмитриев, Петр Васильев, Сергей Семенов, Николай Меркуриев, Ясон Семенов, Олег Семенов, Георгий Семенов, Иван Григорьев, Павел Алексеев, Петр Лапшин… тĕрлĕ çар званийĕ илнĕ сумлă çынсем.

Кармалтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 123 çын хутшăннă, вĕсенчен 55-шĕ каялла таврăнайман. Анна Тимофеева медсестра вăрçăн ахрăм çулĕ витĕр тухнă ялти пĕртен-пĕр хĕрарăм. Фронтран таврăнсан район халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшса тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Хастар ĕçшĕн «Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Парти, патшалăх, общество ĕçĕсен деятельне Варсонофий Алексеева 1954-1959 çулсенче СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă.

Чун тăван кĕтесшĕн çунсан

Атте-анне, çуралса ÿснĕ тăван кĕтес… Нимпе, никампа танлаштарайми хаклă çынсем, ытарайми вырăн.

– Атте-анне пиллĕхĕ тĕттĕмри çутă пек, пире вăй-хăват парса тăрать, пурнăçăн анлă çулĕпе ертсе пырать, – тет Александр Попов фермер.

Владимир Ивановичпа Зинаида Захаровнан ултă ачинчен вăл чи кĕçĕнни. Ыттисем хулара тĕпленнĕ. Саша вара тĕп кил вучахне сÿнме памасть. Мĕн пĕчĕкрен ял пурнăçне кăмăлланăскер Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. Çарта службăра тăнă. Унтан таврăнсан «Восход» хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Пĕр вăхăт Мускава ĕçлеме çÿренĕ, анчах инçетри ĕç килĕшмен тăрăшуллă арçынна, хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма тĕв тытнă. Пуçра тĕрлĕ ырă шухăш явăнсан, чун-чĕри савăнăçпа тулсан хуçасăр, юхăннă ача сачĕ пулнă вырăнта лавкка уçнă Александр Владимирович. Унăн çумĕнче картиш-пахча ăсталанă. Кану кĕтесĕнче кирек кам та тус-юлташсемпе, тăвансемпе пуçтарăнса калаçса ларма, илемлĕ юрăсем шăрантарма пултарать. Çемье е ытти уявсем пулсан шашлăк пĕçерме, саркаланса ларма илемлĕ каретăллă е арманлă беседкăсем те пур. Ача-пăчана ярăнма чуччу та ăсталанă. Территори илемлĕ, йĕри-тавра чечексем ÿсеççĕ. Хапăл тусах кĕтеççĕ ентешĕсене Поповсем.

Кунпа кăна лăпланман пултаруллăскер – хăй вĕреннĕ шкул чылай çул юхăнса ларни унăн чун-чĕрине тахçанах ыраттарнă. Вара вăл ăна йĕркене кĕртме шутлать. Территорие тирпей-илем кĕртет, карта тытса çавăрать, вак чултан çул сарать. Витесенче тĕрлĕ ăратлă лашасем тытать. Вĕсен ячĕсене те янăравлисене хунă январсене юратакан арçын. Акă, пони Жемчужина, таса ăратлă юланут Лагуна, таса ăратлă Орловский Афродита, хĕрлĕ шурă тĕсли Мантана, çурма ăратлă ут Зорро ятлă.

– Чуншăн тытатăп вĕсене. Çамрăксем пĕчĕкрен чĕр чунсене юратса ÿсчĕр. Акатуйра е ытти уявсенче вĕсене ăмăртăва хутшăнтарма, понипе вĕт-шакăра ярăнтарса савăнтарма та кăмăл пур. Ял çынни лашапа çĕр улми лартнă е йăрансене кăпкалатнă чухне усă куртăр, – тет Александр.

Ялти ĕçсемсĕр пуçне Александр Канашра строитель базине уçнă. Пиччĕшĕн ачипе – Володьăпа – унта «Карета» автомашина прокачĕ те тытаççĕ.

Ÿркенмен çын ăстана тухнă тесе ахаль каламан. Умри тĕллевсем тата та пысăк-ха унăн. Епле те пулсан типнĕ кÿлле тасаттарасшăн вăл. Уншăн каллех чунĕ ыратать пуçаруçăн, çĕннине шыраканăн.

«Царская усадьба» лавккара Александрăн мăшăрĕ Светлана ĕçлет. Тăвай район хĕрĕпе пĕрле зоотехника вĕреннĕ. Çамрăксем 1995 çулта пĕрлешнĕ. Çемьере халĕ икĕ ывăл çитĕнет. Асли, Алексей, Шупашкарта финанс техникумĕнче пĕлÿ илет. Павел тăваттăмĕш класра вĕренет. Арçын ачасем ашшĕ çумĕнче тĕрлĕ ăсталăха вĕренеççĕ.

Поповсем ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕренпе вĕсен ятне упраса тăраççĕ. Тĕп киле тăванĕсем час-часах килсе çÿреççĕ. Хăйсен вăйĕпе туса лартнă чаплă çуртра çемье хăтлăхпа, ăшăлăхпа киленсе пурăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code