Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе вăхăтра туни аван

Ĕçе вăхăтра туни аван

Ир акнă вăрлăх сая каймасть. Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кашни çулхи пекех кĕске вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕр тикĕссĕн, парка ешернине курма кăмăллă.

Кукурузăна та темиçе кун каяллах акса пĕтернĕ. Йышлă ĕне выльăх ĕрчетекен хуçалăхра ăна кирлĕ чухлĕ лаптăкра тухăçлă çитĕнтересси тата алла пысăк тухăç илесси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Ку чухне, паллах, агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнмалла. Çакна асра тытса кăçал «уй-хир пикине» акнă çĕрте усă куракан ТС-М-415 çĕнĕ йышши сеялка туяннă. Силослăх культурăн лаптăкĕ 112 гектар йышăнать. Чи лайăх сортсене /«Фалькон», «Обский»/ акса хăварнă.

Çак ĕçе Константин Александров агрегачĕ пурнăçланă. Гавриил Жирнов водитель, Виктор Ильинпа Александр Романов сеяльщиксем пулса тăрăшнă.

…Юлашки кунсенче, ĕнерхи çумăрччен, ял хуçалăх предприятийĕнче ÿсен-тăрана çум курăкран, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапрĕç. Фанис Шарафутдинов, Радик Айметов, Александр Григорьев механизаторсемпе Алексей Васильев водитель çак ĕçе çилсĕр çанталăкра – ирхи кÿлĕм тата каçхине пурнăçланă. Агротехника ыйтакан вăхăтра вĕсен çурхи культурăсемпе кĕр тыррисен, вăрлăхлăх культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене /пурĕ 1500 гектар/ им-çам сапса хăварма ĕлкĕрмелле.

Сăмах май, ял хуçалăх кооперативĕнче пĕрре ĕçе пикеннипе усă курса пĕр вăхăтрах ÿсен-тăрана лайăх аталанма пулăшакан карбамид препарата тата ытти тĕрлĕ микроудобренисене те ĕçе кĕртеççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code