Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калчасем шăтса тухнине тĕрĕслеççĕ

Калчасем шăтса тухнине тĕрĕслеççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине, калчасем мĕнле шăтса тухнине комиссипе тĕрĕслесе хак парас ĕç малалла пырать.

Çуртрисене кăçал пурĕ 23100 гектар çинче акса хăварнă. Çав шутран 15901 гектарĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Хальхи вăхăтра 94 гектар /91 процент/ пахча çимĕç, 972 гектар /90 процент/ кукуруза, пĕр çул ÿсекен курăксене 5400 гектар /99 процент/ акнă, 240 гектар /56 процент/ çĕр улми лартнă. Елчĕк районĕ уй-хир ĕçĕсене пурнăçлассипе республикăра малтисенчен пĕри пулин те йĕпе-сапана пула нÿрĕк ытларах вырăнти лаптăксене акма-лартма тăхтама тиветех.

Калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслекен комисси ĕнерхи кунччен «Комбайн» ЯХПКпа «Победа» ОООра, «Энтепе» ОООпа П.Хмелев, А.Чайкин хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче, «Сатурн» ЯХПКпа «Нива» агрофирма», «Клевер» ОООсенче пулса курнă.

Ку чухне тĕрĕслевçĕсем ял хуçалăх культурисем мĕнле шăтса тухнине, пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçленине, хирти çулсен культурине епле пăхăннине, ялсен территорийĕнчи тирпейлĕхпе тасалăха тĕпе хураççĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code