Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Районти шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе педагогсене, ашшĕ-амăшĕсене!

Районти шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе педагогсене, ашшĕ-амăшĕсене!

Районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакансемшĕн паян ĕмĕр асра юлмалли кун – юлашки шăнкăрав уявĕ.

Хальхинче, Раççейри, Чăваш Енри санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру тăкăс килнĕ вăхăтра, ăна онлайн мелпе ирттерме тивет. Иртнĕ çулсенчи йăлапа ушкăнпа савăнăçлă линейкăна пуçтарăнаймастпăр пулин те, çакă анлă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен выпускниксене вĕсен малашлăхри ĕмĕчĕсене пурнăçлама чăрмав кÿмессе пĕлсе тăратăп. Сире пурсăра та патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма, ун хыççăн професси пĕлĕвĕ илес тĕллевпе хăвăр суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме ăнăçу сунатăп. Елчĕк тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм ялан малтисен ретĕнче пулнипе палăрса тăрать. Çакна вĕсем Раççей, регион шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарни те уççăнах çирĕплетсе парать. Малашне те эсир хастарлă, хыт утăмлă пуласса шанса тăратăп.

Ашшĕ-амăшĕсемпе педагогсене те ăнăçу пултăр. Хăвăр çуратса ÿстернĕ тата вĕрентсе воспитани панă ачасемпе сирĕн тивĕçлипе савăнма, мухтанма пултăр.

Л.В.ЛЕВЫЙ,
район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code