Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнланулăхра ĕç ăнать

Ăнланулăхра ĕç ăнать

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çак должноçа йышăннăранпа 100 кун çитнине хăйне евĕрлĕ паллă турĕ – республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Çакнашкал мероприятие видео-конференц-çыхăну мелĕпе йĕркелени халĕччен пулманччĕ-ха.

Регион ертÿçи икĕ сехете яхăн пынă эфирта журналистсен 30 ыйтăвне тулли хурав пама ĕлкĕрчĕ. Ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç, çапах та вĕсем кашни ял-хулара пурăнаканшăн пĕлтерĕшлĕ. Коронавирус проблеми уйрăмах час-часах пулчĕ калаçура. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, маларах регионта медицина маскисем, халат, бахила кăларман. Паян Чăваш Енре 53 предприятире маскăсемпе халатсем çĕлеççĕ. Хăш-пĕр фабрикăсенче çывăх вăхăтра уйрăм цехсем те хута каймалла. Дезинфекци хатĕрĕсене кăларассине «Химпром» производство пĕрлешĕвĕ йĕркелесе пырать.

– Самана ыйтнине хăвăрт ăнланса илме пĕлмелле пирĕн, – терĕ Олег Николаев. – Рынокри лару-тăру ылмашнине хатĕр пулмалла. Пирĕн, патшалăх влаçĕнче ĕçлекенсен, предприятисене çĕнĕлле ĕçлеме пулăшмалла.

Пандеми ĕç планĕсене улшăнусем кĕртме хистенĕрен, мероприятисене онлайн режимне куçарни куç кĕрет. Чăваш автономи облаçĕн юбилейĕпе çыхăннисене те дистанци мелĕпе ирттерме палăртаççĕ. Санитарипе эпидемиологи тапхăрĕ лайăх енĕпе çирĕпленсен вара хăш-пĕр мероприятисене каярах йĕркелĕç.

Ял çыннине, пытарма кирлĕ мар, ĕç вырăнĕсем, ял мĕнле аталанасси пăшăрхантарать. Кăçал ялта тавар туса илекенсене пулăшассине самаях анлăлатнă, пулăшу виçине пысăклатнă. Пĕр тĕслĕх, Раççей Федерацийĕ 400 пуçран ытларах вырнаçмалăх выльăх-чĕрлĕх фермисем тума пулăшать, Чăваш Енре ку чикке 200 пуç таран чакарнă. Ял ипотекине Раççей Федерацийĕ 3 процентлă ставкăпа парать, пирĕн патăмăрта халăхăн 6 категорине республика бюджечĕн шучĕпе 0,1 процентран пуçласа 2 процент таран виçепе уйăрма йышăннă.

Пресс-конференцире çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх, социаллă контракт, суйлав, ача-пăча пособийĕ, волонтерсен юхăмĕ, коррупци… ыйтăвĕсем те канăç памарĕç журналистсене. Тĕп хулари Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицей-интернат пирки те сăмах тухрĕ. Хăй вăхăтĕнче нумай ачана тĕрлĕ енлĕн аталанассинче пĕлÿсен çăлкуçĕ шутланнă вăл. Анчах тем сăлтава пула хупнă. Телекалаçура ăна çĕнĕрен уçас ыйтăва та çĕклерĕç. Регион ертÿçи проблемăна çывăха илни туйăнчĕ, ăна уçăмлатассине шантарчĕ.

Пирĕнпе кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи «Авангард» хаçат редакцийĕнче тăрăшакансене «Таса шыв» программа кăсăклантарчĕ. Шыв Шăмăршăри управран килмелле. Анчах ăна тăвасси чарăнса ларнăран çĕкленчĕ те çак ыйту. Олег Николаев асăннă проблемăна контрольте тытни, ятарлă министерствăсем ку тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлани пирки пĕлтерчĕ.

?Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code