Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтлăх йĕрке

Вăхăтлăх йĕрке

Çĕнĕ коронавирус чирне малалла сарăлма чарса лартас, халăх хушшинче тăнăçлă эпидемиологи лару-тăрăвне çирĕплетес тĕллевпе Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчи тапхăртан тытăнса инвалид пулнине йышăнас ĕçре вăхăтлăх йĕрке çирĕплетнĕ. Вăл 2020 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăйра пулĕ.

Çапла майпа медицина организацийĕсем çырса панă хутсемпе сывлăх тĕлĕшпе хавшакланса çитнине çирĕплетме, унчченхи пек, чирлĕ çынна комисси йышăнăвне хăйне илсе çÿремелле мар. Пенси тÿлевне те реестра кĕртнĕ сведенисене шута илсе палăртаççĕ.

Малтан хăш ушкăнри инвалид пулнине пăхмасăр, хăй тĕллĕнех /тепĕр тапхăра/ малалла тăсăлать. Малтанхи вăхăтри реабилитаци мероприятийĕсем /çав шутра – техника хатĕрĕсемпе тивĕçтересси те/ сыхланса юлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code