Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ырă çул, выпускник!

Ырă çул, выпускник!

Районти шкулсенче юлашки шăнкăравсем янăрарĕç. Çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлнине пула вăл кăçал яланхилле мар, онлайн мелĕпе иртрĕ.

Кашни шкултах ăна интереслĕ, асра юлмалла йĕркелеме тăрăшнă. Дистанци мелĕпе усă курса педагогсем «Ырă çул, выпускник!» флешмоб, видеосаламсем йĕркеленĕ. Тăван шкулпа сыв пуллашакансем те пĕрремĕш тата юратнă вĕрентекенĕсене ăшшăн саламласа тарăн пĕлÿшĕн тав тунă.

Юлашки шăнкăрав ачалăхпа сыв пуллашса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине палăртакан пысăк пĕлтерĕшлĕ, нихăçан асран тухман праçник. Вăл кашни çыннăн чун-чĕринче ĕмĕр-ĕмĕр упранса юлса шалтан ăшăлăх парса тăрать. Выпускниксен кăна мар, ашшĕ-амăшĕн, педагогсен савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă туйăм çуратакан уяв вăл. Кăçал районти 89 çамрăк вун пĕр, 183 ача тăхăр класс пĕтерет.

Тăххăрмĕшсем, чир-чĕр алхаснине пула, пĕтĕмлетÿ экзаменĕсене тытманни пирки пĕлтернĕччĕ. Вун пĕр класс пĕтерекенсене те обязательнăй майпа тытмалли патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенчен хăтарнă. Вĕсем аттестата вĕренÿ çулталăкĕнчи пĕтĕмлетÿ паллисем тăрăх илĕç.

Аслă шкула вĕренме каяс текенсем вара хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе ППЭ тытĕç. Июнĕн 29-мĕшĕнче географипе, литературăпа тата информатикăпа ирттерме палăртнă. Вырăс чĕлхипе тытакансене, вĕсем йышлăн пуласса шанса, икĕ кунта ирттерĕç: июлĕн 2 тата 3-мĕшĕсенче. Июлĕн 6-мĕшĕнче профильлĕ математикăпа, июлĕн 9-мĕшĕнче историпе тата физикăпа, июлĕн 13-мĕшĕнче обществознанипе тата химипе, июлĕн 16-мĕшĕнче – биологипе тата ют чĕлхесемпе ?çырса/, июлĕн 18 тата 20-мĕшĕсенче ют чĕлхесемпе /сăмахпа каласа/.

Çавăн пекех ППЭ тытассипе резерв кунсене пăхса тухнă.

Экзаман тытакансен сывлăхĕшĕн тăрăшса пунктсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕплетеççĕ. Аудиторисене дезинфекцилеççĕ, унта кĕнĕ вăхăтра выпускниксен ÿт-пÿ температурине тĕрĕслеççĕ, алăсене тасатмалли антисептик япалисемпе тивĕçтереççĕ. Шахмат мелĕпе ларса тухакансен дистанцийĕ 1,5 метртан кая мар пулĕ.

Ырă çул сана, выпускник!

М.ЧЕРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code