Воскресенье, Июль 12, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление Олега Николаева с Международным днём защиты детей!

Поздравление Олега Николаева с Международным днём защиты детей!

Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе саламлатăп!

Ачалăх вăл – çунатлă ĕмĕт-шухăш, вăйăсемпе савăнăç тĕнчи, унпа пĕр¬лех вĕренÿ тата аталану вăхăчĕ. Пирĕн ачасем мĕн пĕчĕкрен ăшăлăх, ырлăх, юрату тата тимлĕх пархатарне туйнинчен вĕсен малашлăхĕ мĕнлерех пуласси килет, апла пулсан, Чăваш Ен пуласлăхĕ те.

Пирĕн, аслисен, республикăра пурăнакан çамрăк ачасен ачалăхĕ савăнăçлă пултăр тесен хамăртан мĕн кирлине пурне те тумалла. Çавна тăвас тесен патшалăхпа бизнес-пĕрлĕхĕн, общество организацийĕсен тата çитĕнекен ăрăвăн ăраскалĕшĕн тăрăшакансен пĕрлешсе ĕçлемелле.

Пирĕн пĕтĕмĕшле тĕллев – ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшасси, вĕсене вĕренме, воспитани пама, канма, спорт тата пултарулăх вăй-хăватне аталан¬тарма кирлĕ условисем туса парасси.

Пирĕн пурнăçа ача-пăча кулли телейлĕ кăмăл-туйăмпа илем кÿччĕр! Пурне те тăнăçлăх, мĕнпур ыррине сунатăп, ачасене вара – кăсăклă кану тата ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме сĕнетĕп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене
вăхăтлăх пурнăçлакан                                                          Олег НИКОЛАЕВ

 

Уважаемые жители Чувашской Республики!

Поздравляю вас с Международным днём защиты детей!

Детство – это время мечтаний и беззаботности, время радости, игр, учёбы и развития. От того, сколько тепла, доброты, любви и внимания получают наши дети, будет зависеть их дальнейшая жизнь, а значит, и будущее Чувашии.

Мы, взрослые, должны сделать все, чтобы детство для юных жителей нашей республики было радостным и беззаботным. Для этого важно объединить усилия государства, бизнес-сообщества, общественных организаций и всех, кто неравнодушен к судьбе подрастающего поколения.

Наша общая задача – заботиться о физическом и нравственном здоровье детей, создавать необходимые условия для их обучения, воспитания, отдыха, реализации спортивного и творческого потенциала.

Пусть нашу жизнь украшают детский смех и счастливые улыбки! Желаю всем мира, добра и благополучия, а ребятам — интересных каникул и исполнения заветных желаний!

Врио Главы Чувашской Республики                         Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code