Среда, Июль 15, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Марафон пуçланнă

Марафон пуçланнă

Çак кунсенче Чăваш Енре онлайн мелĕпе «Славься, Чувашия!» ?«Мăнаçлан, Чăваш Ен!»/ марафон старт илнĕ. Ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Марафон июнĕн 24-мĕшĕччен пырĕ. Унта Чăваш Енри пур муниципалитет центрĕ те хутшăнĕ. Акци Хĕрлĕ Чутай районĕнче пуçланнă, Шупашкар хулинче вĕçленĕ.

Марафонăн тĕллевĕ – районсен официаллă символикине, мăнаçлă вырăнĕсене кăтартасси тата халăха районсемпе хула округĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарасси, çитĕнекен ăрура патриот туйăмне вăратасси. Çавăн пекех видеороликсенче Чăваш Енри районсемпе хуласен гимнĕсем янăрĕç.

Акцие #ВместеПĕрле хештег çыхăнтарать. Флешмоб пĕтĕмлетĕвĕнче республикăри пур районпа хула пĕрле Чăваш Республикин гимнне юрлĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code