Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Талисман – сериалăн тĕп сăнарĕ

Талисман – сериалăн тĕп сăнарĕ

Интернетра кăтартма пуçланă «ВиПиН мыскарисем» фильмра халăх çыравĕн талисманĕ – ВиПиН вĕçен кайăк чĕппи тĕп сăнара калăплать.

Çырав пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе сериал ÿкерни Раççей историйĕнче хальччен пулман. «ВиПиН мыскарисем» сериалăн пĕрремĕш кăларăмĕ çĕршыври хальхи тапхăрти лару-тăрупа çыхăннă. «Самоизоляция» ятпа тухнă вăл. Фильм 5 серирен тăрать. Çĕнĕ серисенче куракансем ВиПиНăн тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кÿршисемпе паллашĕç. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче тĕл пулакан самантсемпе паллаштараççĕ вĕсем, çырава çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернин пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.

Сăмах май, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрне 2020 çулхи юпа уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче ирттерме палăртнăччĕ. Çĕршывра эпидемиологи лару-тăрăвĕ япăхланнине кура ăна 2021 çула куçарма сĕннĕ. Çыравра цифра технологийĕсемпе анлăн усă курмалла. Тĕп çĕнĕлĕх – Раççейре пурăнакан кашни çын электронлă çырав листисене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче тултарма пултарать. Килĕрен çÿрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code