Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлесси – чун киленĕвĕ

Тĕрлесси – чун киленĕвĕ

Елчĕкре пурăнакан Галина Щипцова тĕрĕçе таврара лайăх пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕсемпе районта кăна мар, ун тулашĕнчи куравсенче те тăтăшах паллашма пулать.

Тĕрĕ тĕрлесси унăн мĕн ачаран килĕштернĕ паха ĕç.

– Эпир тăхăр пĕр тăван çитĕннĕ. Эпĕ – чи кĕçĕнни. Атте, Алексей Петрович Петров, вăрçă участникĕ. Фронтран аманса таврăннă вăл. Тăшман пули ун куçĕ çумнех кĕрсе ларнăччĕ. Анне, Варвара Сергеевна, чирлĕччĕ. Çавăнпа та ĕçлеме ир вĕреннĕ. 3 класра вĕреннĕ чухнех ĕне сунă. Килте ытла йывăррипе анне аппана, Мускава ĕçлеме кайнăскере, яла чĕнсе илчĕ. Аппа ирхине кăмака хутса яратчĕ те вырăн çине ларса чĕнтĕр çыхатчĕ. Эх, пăхса лараттăмччĕ вара вăл çыхнине, хамăн та вĕренес килетчĕ! Унтан хам та чĕнтĕр йĕппи, кăшт каярах йĕп тытрăм. Пир питшăлли çине пĕрчĕсем шутласа тĕрлеттĕм, – аса илет Галина Алексеевна ачалăхне.

1969 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнче вăтам шкул пĕтерсен вăл Патăрьелĕнчи профтехучилищĕре ветфельдшера вĕренет. Тăван ялĕнчи колхозра ĕçленĕ хушăра ăна комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. 1972 çулта пултаруллă пикене Елчĕкри ВЛКСМ райкомне чĕнсе илеççĕ. Кунта харсăр комсомолка çамрăксем хушшинче смотр-конкурссем йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать, куравсене хăйĕн тĕррисене те тăратать. 1974-1976 çулсенче Шупашкарта парти шкулĕнче вĕренет. 1981 çулта вара «парти хушнипе» Галина Петровăна «Паха тĕрĕ» фабрикăн Елчĕкри филиалне куçараççĕ. Ку вăхăт тĕлне хĕрарăмсене те нумай вĕрентнĕ вăл хăйĕн юратнă чун киленĕçне. Ун хыççăн тĕрĕ ăсти 20 çул районти культура пайĕн инспекторĕнче вăй хунă.

– Вăл çулсенче районти хĕрарăмсен совечĕпе тачă çыхăнса ĕçлеттĕмĕр. Ăна КПСС райкомĕн 2-мĕш секретарĕ Клавдия Леонтьева ертсе пыратчĕ. Пушă вăхăтра районти çамрăк хĕрарăмсене тĕрĕ ĕçне вĕрентеттĕм. Кунта райком библиотекарĕ Елена Пчелова та хастар хутшăнатчĕ. Районта куравсем йĕркелеме ялсенчи маçтăрсен ĕçĕсене килрен пуçтараттăмăр. Алă ăстисем валли семинарсем йĕркелеттĕмĕр. Ун чухне кÿршĕллĕ районсем уйрăмах килĕштерсе, ăмăртса ĕçленĕрен пĕр-пĕр районăн кунĕсем иртетчĕç. Комсомольскисемпе Патăрьелсен социаллă экономика пурнăçĕпе çеç мар, культурипе те кăсăкланнă. Çаплах хамăр пата килетчĕç вĕсем. Унта тĕрĕ куравĕсем тыткăна илнĕ. Урамри куравсем умĕнче кашнинче кăсăкланакансем валли мастер-класс ирттереттĕмĕрччĕ. Зинаида Воронова паллă тĕрĕçĕ Елчĕкре пурăннă чухне ман пата киле тĕрĕ урокĕсем илме пыркалатчĕ. Халь вăл Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнчи чаплă ăстаçă, – тет Галина Алексеевна.

Çавăн пекех Галина Щипцова паян тĕрĕçĕсене ĕçлеме чылай çăмăллине палăртать. Ĕлĕкех чăваш хĕрĕн туйне курма кайсан тÿрех качча каяканăн турăш каррисене, ун çинчи çĕнĕ тĕрĕсене куç хывнă, кайран вĕсем патне килне кайса тĕррине ÿкерсе илме ыйтнă. Тĕлĕнмелле, анчах хăйĕн тĕррине ÿкерттерме килĕшменнисем те тупăннă. Халĕ вара канва лавккара сутаççĕ, шăтăкĕсем тăрăх çеç пымалла. Малтанхи пек йĕп пÿрнене шăтармасть. Хутсем, çаптарккасем тăрăх та, лентăпа та, цифрăпа та тĕрлеме майсем çителĕклĕ.

Ылтăн алăллă тĕрĕçĕн ĕçĕсем Шупашкара, Мускава, Питĕре кăна мар, ют çĕршывсене те çитнĕ. Сăмахран, тантăшĕн Китайра пурăнакан хĕрĕ хăнана килсен унта илсе çитернĕ. Кумăшĕн хĕрĕ çемйипе Австрире пурăнать та, унта илсе кайнă вăл чăваш тĕррине. Тĕрлĕ ялсенче те пур унăн ĕçĕсем. Тăванĕсене нумай парнеленĕ.

– Питĕ юрататăп алă ĕçĕпе аппаланма. Тĕрлетĕп-тĕрлетĕп те, канмалла чĕнтĕр çыхатăп. Вăхăт иртнине те сисместĕн ку чухне. Паян çĕнĕ меслетсемпе те анлă усă куратăп. Вĕтĕ шăрçана пĕрерĕн-пĕрерĕн тирсе пырса та тĕрлетĕп, алмаз мозаикипе те аппаланатăп. Тĕрĕ пуххине почта урлă Китайран çырăнса илнĕ. Унта вара пурте пур: пирĕ те, шăрçи те, пинцечĕ те, кăранташĕ те, çилĕмĕ те… Кунта çиппе усă курмалла мар, шăрçисене çыпăçтарса пымалла. Илемлĕ рамăсем темĕн тĕрли те пур лавккара, анчах рами тĕрĕ пуххинчен 2-3 хут хаклă. Паллах, чаплă курăнать. Питĕ кăткăс ĕç вăл тĕрлесси. Пысăк тĕрĕре, тĕслĕхрен, хĕрессем миллионĕпе тумалла. Чăтăмлăх нумай кирлĕ. Анчах маншăн вăл савăнăç, чун киленĕвĕ, – тет ăста.

Хальхи çамрăксем те тĕрĕ тĕрлессине алла илни Галина Алексеевнăна питĕ савăнтарать.

– Шкулсенче, клубсенче, библиотекăсенче алă ĕçне вĕренес текенсем нумаййи лайăх, çакă тĕрĕ искусстви пĕтмĕ тесе шанчăк парать, – тет вăл. Çамрăксем хĕреслĕ те тĕрлеççĕ, чăваш тĕррине те алла илеççĕ. Çаплах хушпу-тухья, масмак-тевет те ăсталаççĕ. Вĕсем валли халĕ кĕнекесем те, Интернет та пур. Туйсем тăрăх çĕнĕ тĕрĕ ÿкерчĕкĕсем шыраса çÿремелле мар.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code