Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялсене – 100-шер пин тенкĕ

Ялсене – 100-шер пин тенкĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тулнине ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе пĕтĕм ял-хулана 100-шер пин тенкĕ парасси çинчен пĕлтернĕ.

– Унпа мĕнле усă курассине муниципалитетсем хăйсем татса парĕç, – тенĕ вăл. Ăна ача-пăча валли вăйă лапамĕ тума, палăк е стела вырнаçтарнă, территорие хăтлăх кĕртнĕ çĕрте усă курма пулĕ – çакна вырăнта пурăнакан çынсен суйламалла. Ку проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне халăхран укçа пухмалла мар, вырăнти влаçăн та хушма нухрат хывмалла мар. Сăмах май, çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 300 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă укçа муниципалитет йĕркеленĕвĕсене утă уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çитмелле.

Хуласемпе район центрĕсене çак укçа-тенке вĕсенче миçе çын пурăннине шута илсе парĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code